12 ноября 2011 г.
«Рябинушка» ача сачĕн выставка залне пырса кĕрсен куç алчăрать. Черчен тюльпансем, йăмăх хĕрлĕ кĕл чечексем, салтак тÿмисем илемĕпе тыткăнлаççĕ, хăйсем патне илĕртеççĕ. Вĕсене ача садне çÿрекенсем ашшĕ-амăшĕ, воспитательсем пулăшнипе ăсталанă. «Чечексен фейерверкĕ» ятпа иртет выставка. Çакăн йышши мероприяти ача садĕнче кашни çулах пулать. Тĕрлĕ çут çанталăк материалĕсенчен, ал айĕнчи япаласенчен теттесем, картинăсем ăсталаççĕ ачасем. Кайран хăйсен ĕçĕсем выставкăра вырăн тупнине курсан питĕ савăнаççĕ вĕсем.
Алăпа ăсталанă япаласен кăçалхи конкурсне чечексен тĕнчине халалланă. Мĕнрен кăна тунă чечек çук-ши кунта! Çулçăсенчен, хутран, шăрçаран, вăрăсенчен, тĕрлĕ тĕслĕ пусма татăкĕсенчен, çипрен... Çавăн пекех çекĕлпе çыхнă чечексем те чăн-чăннисем пекех курăнса лараççĕ. Пурин вăйĕпе ăсталанă чечек тĕнчи калама çук илемлĕ пулса тухнă. Хутшăннă кашни ачанах парне парса хавхалантарнă. Юлашкинчен çакăн пек конкурс ачасен алă моторикине аталантарма, фантазине анлăлатма пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртса хăварас килет.
Источник: "Каçал Ен"