АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чунри пунлăх – чи кирли

12 ноября 2011 г.

Çыннăн хăйĕн пурнăçне йĕркеллĕ пурăнса ирттерме пуçра ăс, алăра ĕç, чун-чĕрере çирĕп сывлăх та ырă кăмăл кирлĕ. Кашнийĕн хăйĕн шăпи, хăйĕн ăраскалĕ.

Тĕслĕхрен, Комсомольскине илсен, кунта хисепе тивĕçнĕ çынсем чылай. Вĕсем хăйсен ĕçне юратса, чунтан парăнса çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тунине пула çак чыса тивĕçнĕ.

Сăмахăм Зинаида Анатольевна Клупанова пирки. Ăшă сăн-питлĕ, çынпа кăмăллă, васкамасăр та сăпайлă калаçакан хĕрарăма таврара нумайăшĕ хисеплеççĕ.

З.Клупанова (хĕр чухнехи хушамачĕ Каримова) Патăрьелĕнче çуралса ÿснĕ. Амăшĕ, Ксения Петровна, виçĕ ачана ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларассишĕн кунĕн-çĕрĕн ĕçленĕ. Специальноçне те сайра тĕл пулаканнине алла илнĕ вăл — каменщикре вăй хунă. Зинаида çемьере ачасенчен асли пулнă. Ашшĕ-амăшĕ ĕçе тухса кайсан кил-çуртра тăрăшнă.

Хĕр ача пĕрремĕш хут парта хушшине 1954 çулта ларнă. 12 тултарсанах каникулта колхозри йĕтем çинче ĕçленĕ, пуринпе те пĕр танах тырă алланă. Çуллахи вăхăтра кĕçĕннисем те аслисемпе пĕрле хуçалăхра вăй хунă.

«Вăрçă хыççăн çĕр-шыва ура çине тăратма та çăмăлах пулман. Çапах та халăх Тăван çĕр-шывран тăшмана тĕппипе хăваласа кăларнипе хавхаланса, пĕр-пĕрне пулăшу аллине тăсса пур йывăрлăха та çĕнтерсе пыма пултарнă»,— тет Зинаида Анатольевна, ачалăхне аса илсе.

Вăл вăтам шкултан вĕренсе тухсан Комсомольскинчи çăкăр заводĕнче 5 çул тăрăшать. Унтан район центрĕнчи столовăйра кассирта ĕçлеме пикенет. Каярахпа вара «Эмитрон» заводăн филиалне куçать, 25 çул çак предприятире тăрăшать. 1996 çулта Зинаида Клупанова районти тĕп больницăра гинекологи уйрăмĕнче санитаркăра ĕçлеме пуçлать.

«60 çулчченех больницăра ĕçлерĕм. Коллективри çынсем лайăх кăмăллăччĕ, çавăнпа тивĕçлĕ канăва тухсан та ĕçе пăрахмарăм. Алăсем ĕçлесен, урасем утсан – мĕншĕн ĕçлес мар-ха»,— терĕ З.Клупанова ветеран.

Вĕсем мăшăрĕпе, Геннадий Димитриевичпа, тăватă ача çуратса ÿстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Шел пулин те, темиçе çул каялла кил хуçи çĕре кĕнĕ. Алина çемйипе Асанкассинче тĕпленнĕ, шкулта поварта ĕçлет. Наташа Канашра пурăнать, икĕ аслă пĕлÿллĕскер, пĕр организацире тĕп экономистра тăрăшать. Ывăлĕ Андрей тĕп килте çемйипе амăшне пăхса пурăнать. «Ылтăн алăллă, ĕçе тĕплĕн тума юратать»,— тет ăшшăн Зинаида Анатольевна ывăлĕ пирки. Хĕрĕ Ирина та аслă пĕлÿллĕ специалист.

Паянхи кун З.Клупановăна 8 мăнук савăнтарать. Вĕсенчен тăваттăшĕ аслă вĕренÿ заведенийĕсенче пĕлÿ пухать. Май килнĕ таран студентсене укçа-тенкĕпе пулăшма тăрăшать ватă.

Хăтлă та таса çуртра пурăнаççĕ Клупановсем. Кил хуçи хĕрарăмĕ чечексем юратать, вун пĕрти Юльăпа ултă çулхи Янăна та ăна хăнăхтарать. Пушă вăхăтра çăм арлать, алсиш-чăлха çыхать. Хаçат-журналпа туслă вăл. Политикăпа та интересленет, пурнăçран юлмасть. Нумаях пулмасть вуласа тухнă Н.Петровскаян «Тăм тивнĕ чун» кĕнеки пирки те калаçрĕ кил хуçи хĕрарăмĕ. «Кĕнеке вăл — маншăн чи çывăх тус. Унта таса чунлă çынсен пурнăçĕпе паллашма пулать. Урăхла каласан, кĕнеке мана пурнăç çулĕпе чыслăн утма вĕрентет»,— тет кинемей. Телевизор курнă вăхăтра та пушă лармасть вăл, алă ĕçĕ тăвать.

«Хăш-пĕр çынран пурнăç йывăр тенине илтме пулать. Пĕрре те килĕшместĕп çакăн пек каланипе. Паян эпир, ĕлĕкхи вăхăтпа танлаштарсан, юмахри евĕр пурăнатпăр. Пурнăç условийĕсем те çулран-çул лайăхланса пыраççĕ. Малтанхи евĕр, вăрмантан вутă-шанкă сĕтĕрсе, ăна касса вакласа, кăмрăк туянса, хĕллехи вăхăтра кăмакасенчен кĕл кăларса, çурта ăшăтса асапланмалла мар. Кашни килтех çут çанталăк газĕ çунать, ÿркенменнисем душ кабинисем те пÿрте лартаççĕ»,— терĕ Зинаида Анатольевна.

З. Клупанова 65 çултан каçнă пулсан та унра вăй-хал тапса тăрать. «Чи кирли вăл – чунри пуянлăх. Тата ĕçлеме ÿркенмелле мар. Пурăнса юлмалла, ырă йĕр хăвармалла»,— тет вăл, Алена кинĕпе 10 çул ытла шăкăл-шăкăл калаçса пурăнаканскер.

Тивĕçлĕн, сумлăн, ырă ятпа утать пурнăç çулĕпе Зинаида Анатольевна. Малашне те вăй-хал ан иксĕлтĕр унăн.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика