12 ноября 2011 г.
Республика Президенчĕ 2011 çулхи юпа уйăхĕн 3-мĕ-шĕнче «Пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатассипе çамрăк çемьесене патшалăх енчен пулăшмалли хушма мерăсем çинчен» Указа алă пуснă. Унпа килĕшÿллĕн çамрăк çемьесене ипотека кредитне çурт-йĕр туянма е тума ярсан кредит килĕшĕвне тунă кунран пуçласа 10 çул таранччен тăкаксен пĕр пайне республика бюджетĕнчен çулталăкра 4 процент саплаштарма палăртнă.
Районти çамрăк çемьесен шутне кĕрекенсен район администрацине (20-мĕш кабинета) çак документсене памалла:
а) заявлени;
ă) кам пулнине çирĕплетекен документсен кописене (çемьери кашни çын çине);
б) мăшăрланнине çирĕплетекен свидетельство тата ытти документсем.
Пĕтĕм документсен копийĕсене ял поселенийĕсен пичечĕсемпе ĕнентерсе çирĕплетмелле.
Черете тăма кăмăл тунисене кĕтетпĕр, ыйтса пĕлмелли телефон: 5-12-65.
Источник: "Каçал Ен"