АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Ен те амăшĕн капиталне парĕ

12 ноября 2011 г.

Кăçалхи ноябрĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев «Республикăри амăшĕн (çемье) капиталĕ çинчен» Указа алă пуснă. Унпа килĕшÿллĕн патшалăх паракан хушма пулăшу виçи 100 пин тенкĕпе танлашĕ. 2012 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа республикăри амăшĕн капиталне виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ача çуратнă (е усрава илнĕ) ашшĕ-амăшĕсем тивĕçĕç. Иккĕмĕш е ытларах ача çуралсан федераллă бюджетран 365698,4 тенкĕпе танлашакан амăшĕн (çемье) капиталне шута илсен, нумай ачаллă телейлĕ çемьесене патшалăх паракан пулăшу çур миллион тенке яхăн пулать.

Çакна палăртмалла: Чăваш Енре çулсеренех çакăн пек 2 пин ачана яхăн çуралать. 2015 çул тĕлне вĕсен шучĕ çулталăкра 2,5—3,0 пине çитме пултарать. Çемьесем амăш капиталĕн укçине пĕтĕмпех е пайăн-пайăн пурăнмалли условисене лайăхлатма, ачисен вĕренĕвĕ çине тата пенси укçине ÿстернĕ çĕре яма пултараççĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика