АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пенсионерсен канашлăвĕ иртрĕ

12 ноября 2011 г.

Ноябрĕн 9-мĕшĕнче район администрацийĕн çуртĕнче ветерансен совечĕн председателĕсен, ĕçпе вăрçă ветеранĕсен, хĕç-пăшаллă вăйсен тата право сыхлавĕн органĕсен пенсионерĕсен канашлăвĕ иртрĕ. Унта ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем те хутшăнчĕç. Мероприятие ветерансен районти совечĕн председателĕ Ю.С.Тимофеев ертсе пычĕ.

Пуçтарăннисем чи малтанах ял поселенийĕсемпе тĕрлĕ организацисенче Ваттисен кунне мĕнле ирттернине пĕтĕмлетрĕç. Унтан малашнехи мероприятисене сÿтсе яврĕç. Тепĕр çул ветерансен советне йĕркеленĕренпе 25 çул çитнине халалласа тумалли ĕçсене палăртрĕç.

Малалла районти социаллă хÿтлĕх пайĕн заведующийĕ И.А.Никитина сăмах илчĕ, халăха пăшăрхантаракан социаллă ыйтусене пăхса тухрĕ. ЧР Президенчĕн «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ята парасси çинчен» указĕ çине пысăк тимлĕх уйăрчĕ.

Унтан район администрацийĕн пуçлăхĕ Г.Ф.Волков районăн кăçалхи 10 уйăхри социаллă-экономикăлла аталанăвне тишкерчĕ, тыр-пул, пахча çимĕç пухса кĕртес ĕçсене пĕтĕмлетрĕ, пуçтарăннисен ыйтăвĕсене те хуравсăр хăвармарĕ.

Çавăн пекех канашлăва РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн начальникĕ С.В.Горбунов, Комсомольски тĕп больницин тĕп врачĕн çумĕ В.А.Галкин та хутшăнчĕç.

Малалла пуçтарăннисем кун йĕркипе килĕшÿллĕн «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексне çул тытрĕç. Унта шăпах шкул ачисем хушшинче волейбол ăмăртăвĕ пыратчĕ. Спорткомплексра ĕçлекенсем ветерансемпе экскурси ирттерчĕç, тĕрлĕ залсене кĕртсе кăтартрĕç, кунта 8 тĕрлĕ спорт енĕпе кĕлеткене аталантарма май пуррине палăртрĕç. Курса çÿрекенсене уйрăмах бассейн килĕшрĕ, ун çине пăхнипех шыва кĕрес килсе кайнине пĕлтерчĕç вĕсем. Тренажер залĕнче курса çÿренипе кăна мар, тĕрлĕ хусканусем туса пăхрĕç, пуринпе те кăмăллă юлчĕç. Нумайăшĕ спорткомплексри тасалăхпа, йĕркелĕхпе, кунта сывлăха çирĕплетме темле мел те пуррипе тĕлĕннине пытармарĕ. Ветерансем хăйсен спорткомплекса тренировкăсене çÿрес кăмăл çуралнине пĕлтерчĕç, район администрацийĕн пуçлăхне канăва çакăн пек усăллă йĕркелеме май туса панăшăн тав турĕç.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика