03 ноября 2011 г.
Декабрĕн 4-мĕшĕнче районти 3 ял поселени-йĕнче вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен суйлавĕ пулнине пĕлтернĕччĕ. Октябрĕн 31-мĕшĕнче, ноябрĕн 1-мĕшĕнче Комсомольски территориллĕ суйлав комиссийĕ юлашкинчен панă заявленисемпе документсене пăхса тухса çĕнĕ кандидатсене регистрациленĕ, удостоверенисем панă.
Шурут ял поселенийĕн пуçлăхĕ пулма Андрей Петрович ПРОКОПЬЕВА Раççейри либераллă-демократиллĕ политика партийĕн Чăваш Енри регион уйрăмĕн Координаци канашĕ кандидата тăратнă. Вăл 1983 çулта çуралнă, Шупашкарта пурăнать, вăтам пĕлÿллĕ, «Девайс» ООО менеджерĕ.
Хирти Сĕнтĕр ял поселенийĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ пулас кăмăллисене тата 4 çынна регистрациленĕ. Надежда Николаевна ЛИСИЦЫНА 1962 çулта çуралнă, Хирти Ĕнел ялĕнче пурăнать, ятарлă вăтам пĕлÿллĕ, Хирти Сĕнтĕрти фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ. Вăл пĕр мандатлă 4-мĕш суйлав округĕпе Хирти Сĕнтĕр ял поселенийĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ пулма кандидатурине хăй тăратнă. Тепĕр кандидат та, Ирина Александровна АДЮКОВА, 1964 çулта çуралнă, Нĕркеç ялĕнче пурăнать, ятарлă вăтам пĕлÿллĕ, «Госсорткомисси» ФПУ склад заведующийĕ, пĕр мандатлă 12-мĕш суйлав округĕпе асăннă ял поселенийĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ пулма кандидата хăй кандидатурине сĕннĕ.
Раççейри либераллă-демократиллĕ политика партийĕн Чăваш Енри регион уйрăмĕн Координаци канашĕ те хăйĕн 2 кандидатне çак ял поселенийĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ пулма сĕннĕ. Пĕрремĕшĕ — Елчĕк районĕнчи Кĕçĕн Шăхаль ялĕнче 1973 çулта çуралнă, «Кушелга» агрофирма» ООО директорĕн заместителĕнче тăрăшакан Владислав Егорович КАШИРИН (пĕр мандатлă 12-мĕш суйлав округĕпе). Тепри — Олег Абрамович ДЕЛЬМАН, 1980 çулта çуралнă, Шупашкар хулинче пурăнать, аслă пĕлÿллĕ, вăхăтлăха ĕçлемест (пĕр мандатлă 4-мĕш суйлав округĕпе).
Пĕр мандатлă 5-мĕш суйлав округĕпе Урмаел ял поселенийĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ пулас текен тата 2 кандидата шута илнĕ. Фанис Тимерзянович ИШТЯКОВ Урмаел ялĕнче пурăнать, 1977 çулхи, Урмаел вăтам шкулĕн педагог-психологĕ, пĕр мандатлă 5-мĕш суйлав округĕн депутачĕ пулма кандидатурине хăй тăратнă. Шупашкар хулинче пурăнакан, 1977 çулта çуралнă, аслă юридици пĕлĕвĕллĕ Александр Валерьевич АНДРЕЕВА вара Раççейри либераллă-демократиллĕ политика партийĕн Чăваш Енри регион уйрăмĕн Координаци канашĕ кандидата сĕннĕ.
Источник: "Каçал Ен"