09 ноября 2011 г.
Коммуналлă пулăшăвăн хăш тĕсĕсем валли тарифсем çирĕплетеççĕ?
Сивĕ тата вĕри шыв, шывпа юхтарассине (канализаци), электричество, газ, хутса ăшăтасси (ăшă энергийĕ) валли.
Тарифсене шутланă чухне мĕнле тăкаксене тĕпе хураççĕ?
Тарифсене йĕркеленĕ чухне коммуналлă пулăшуран пухнă ук-çан кирлĕ виçинчен çак тăкаксене шута илеççĕ:
укçа-тенкĕ тăкакĕсем (çав шутра энергоресурссем — газ, çĕр кăмрăкĕ, мазут, электроэнерги — туяннипе çыхăннă тăкаксем);
Pабочисен ĕç укçи тата социаллă тÿлевсем;
тĕп хатĕрсене юсассипе çыхăннă тăкаксем;
тĕп укçа-тенкĕ тата унпа çыхăнман активсен амортизацийĕ;
ытти тăкак (налог, аренда, лизинг тата ытти тÿлев).
Çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшушăн тÿленĕ чухне регионра патшалăх пулăшăвĕпе усă куракан йышлă-и;
Халăхăн пĕтĕм йышĕнчен — 22,5%. Çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу тăкакĕсемшĕн тивекен субсидин вăтам виçи 2010 çулхипе танлаштарсан 115% ÿснĕ — паянхи кун тĕлне пĕр çыншăн 865 тенкĕ.
Коммуналлă пулăшу тарифĕсем мĕнле тăтăшлăхпа ÿсеççĕ?
Сивĕ тата вĕри шывпа, ăшăпа, электричествăпа, газпа, шывпа юхтарассипе çыхăннă коммуналлă пулăшусемшĕн тарифсене çулталăклăха е унран кая мар вăхăтлăха çирĕплетеççĕ.
2011 çулшăн тарифсене мĕнле майпа йĕркеленĕ?
Коммуналлă комплекс тата ăшăпа тивĕçтерекен организацисемшĕн 2011 çул валли тарифсене Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн 2010 çулхи 42-мĕш хушăвне шута илсе йĕркеленĕ. Унпа килĕшÿллĕн, граждансен коммуналлă тÿлевĕсем пĕр пек лару-тăрура 2010 çулхи виçерен 15%-ран пысăкрах пулмалла мар.
Коммуналлă пулăшу тÿлевĕ кăçал 2010 çулхи шайран 10 процент сахалрах ÿснине палăртса хăвармалла.
Раççей Федерацийĕн Правительствин хушăвне пурнăçласа Служба вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем панă кăтартусем тăрăх пĕтĕм муниципалитет тытăмĕнче — вĕсем вара республикăра 296 — граждансен коммуналлă тÿлев анализне ирттерет. Ăна 15 процентран хăпартса ÿстернĕ тĕслĕхсем çук.
2011 çулта, 2010 çулхипе танлаштарсан, республикăра тарифсем ăшăшăн вăтамран 14,7%, шывпа тата шывпа юхтарассипе тивĕçтерессишĕн 16,7:, йăлари каяшсене утилизацилессишĕн 12,0%, электроэнергишĕн 9,7%, çут çанталăк газĕшĕн 15% ÿснĕ.
2011 çул валли йышăннă тарифсем Чăваш Республикинче Федерацин Атăлçи округĕнчи рейтингра пĕчĕк позицие сыхласа хăварчĕç.
2012 çулта пире мĕнле улшăнусем кĕтеççĕ?
Январĕн 1-мĕшĕнчен коммуналлă пулăшу тарифĕсем 2011 çулхи шайрах юлаççĕ. 2012 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен электроэнерги тарифĕ 6%, çулталăк тăршшĕпе 3%-ран ытла мар ÿсет, çут çанталăк газĕ — 15 %. Ытти пулăшушăн вара — икĕ тапхăрпа: июлĕн 1-мĕшĕнчен 6% тата сентябрĕн 1-мĕшĕнчен 6%.
Электроэнерги валли дифференциллĕ тарифа мĕнле йĕркепе çирĕплетеççĕ;
Талăк зонисенчен (сехетсенчен) килекен тариф электричествăшăн тĕрлĕрен пулма пултарать. Ăна усă курнă вăхăт тăрăх çирĕплетеççĕ. Тĕслĕхрен, 2011 çулхи январьте Вăтам Атăлăн пĕрлештернĕ энерготытăмĕшĕн талăк зонисем çапларах пулнă: тĕркĕш вăхăт — 8—11, 16—19, çурма тĕркĕш вăхăт — 11—16, 19—23, 7—8 сех., çĕр — 23—7 сех. Чи хаклă тариф — тĕркĕш зонăра, йÿнĕреххи — çурма тĕркĕш зонăра, чи йÿнни — çĕрлехи зонăра.
Халăх патне çитекен çут çанталăк газĕн курттăм мар хак шутне мĕн кĕрет?
Ăна çакăн пек шутласа кăлараççĕ: газăн курттăм хакĕ + ăна илсе çитерессипе çыхăннă тариф + тивĕçтернĕ-вырнаçтарнă чухнехи пулăшу.
Çут çанталăк газĕн хакне витĕм кÿрекенни — унăн курттăм хакĕ.
Капиталлă строительствăна хывнă укçа-тенке мĕнле майпа тĕрĕслесе тăраççĕ;
Ресурс туяннă чухнехи тăкаксемпе пĕрлех тĕп тата кулленхи юсав ĕçĕсем, инженери инфратытăмне юсавлă тытса тăма хывнă укçа-тенкĕ те тариф шутне кĕреççĕ. Тарифсен 2011 çулхи йышăнăвĕпе инвестицисем 1 млрд та 800 млн тенке çитнĕ, çав шутра тĕп юсав ĕçĕсене валли — 946 млн тенкĕ, тарифри хушма тÿлевсен шучĕпе инвестици программисене пурнăçлама — 808 млн тенке яхăн.
Кăçал инвестици программисем 33 предприятире пурнăçланаççĕ (йĕркелесе пыракан организацисен пĕтĕм йышĕн 12,4 %).
Инвестици ресурсĕсене тĕрĕслесе тăрас тĕллевпе Служба кварталсерен çак укçа-тенкĕпе усă курнин анализне (мониторинг) ирттерет. Унăн пĕтĕмлетĕвне Тарифсен федераци службинче пăхса тухаççĕ.
Вĕри шыв хакĕ мĕнрен килет?
Вĕри шыв тарифĕсен шутне 1 кубла метр сивĕ шыв хакĕ тата ăна ăшăтнă чухнехи тăкаксем кĕреççĕ. Ăна 1 кубла метр шыва нормативсемпе право акчĕсенче ыйтнă температура таран çитерме кирлĕ ăшă энергийĕн тата ăшă энергийĕн тарифĕн произведенийĕпе палăртаççĕ.
Муниципаллă районсенче тарифсен виçи мĕншĕн пĕр пек мар?
Коммуналлă пулăшу тарифĕсен уйрăмлăхĕ халăха кÿнĕ коммуналлă пулăшу, оборудованин энергие тăкаклас, вăл тата сеть кивелсе юрăхсăра тухнин виçисенчен килет.
Коммуналлă ресурссем валли шутлав приборĕсем вырнаçтарни мĕн парать?
Çуртра пĕрлехи тата хваттерсенче пурăнакансем хăйсем тĕллĕн уйрăм шутлав приборĕсене вырнаçтарни граждансен коммуналлă пулăшушăн тÿлекен укçи-тенкине сисĕнмелле чакарать. Республикăра çуртри пĕрлехи шутлав приборĕсене нумай хваттерлĕ çуртсенче вăтамран 70% таран вырнаçтарнă, çав шутра электроэнергие шута илес тĕлĕшпе — 97%, ăшă энергине — 53%, вĕри шыва –— 63 %, сивĕ шыва — 42 %.
Çакă граждансен ăшăшăн тивекен тÿлевне 2010 çулта 10—12 % таран чакарма май панă, датчиксемпе таймерсем вырнаçтарнине кура электроэнергишĕн 10 % сахалрах укçа-тенкĕ тăкакланă.
Çурт-йĕре пăхса тăракан организацисем информацие халăха пĕлтерессине пирĕн республикăра камсем тĕрĕслесе тăраççĕ;
Асăннă организацисем информацие халăх патне çитерес стандарта мĕнле пăхăннине тĕрĕслес ирĕк кăçалхи июль уйăхĕнчен Службăн та пур. Вăхăтсене пăхăнманнине кура тата информацие уçса паман тĕслĕхсемпе çитменлĕхсене пĕтермелли пирки паянхи кун тĕлне 39 организацие асăрхаттарнă.
Коммуналлă пулăшупа усă куракан унпа тивĕçтерекен организацисене тарифа кĕртнĕ пулăшу производствин тăкакĕсемпе паллаштармашкăн ыйтма пултарать-и?
Гражданинăн коммуналлă ресурс тарифĕсен шутне кĕртнĕ тăкаксем мĕнле майпа пуçтарăннипе е улшăннипе ресурспа тивĕçтерекен уйрăм организацире кăсăкланма ирĕк пур.
Раççей Правительстви çирĕплетнĕ информацие уçса парассин стандарчĕсемпе килĕшÿллĕн коммуналлă комплекс тата ăшăпа тивĕçтерекен организацисен — Служба тариф çирĕплетнĕ предприятисен хăйсем сĕнекен пулăшупа, тарифсемпе, финанспа хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă информаци патне чăрмав пулмалла мар.
Хаксене сăнаса тăракан органсен тĕрĕслевĕсем мĕнле тăтăшлăхпа пулаççĕ?
Планпа пăхнă тĕрĕслевсем республика прокуратурипе çулталăклăх килĕшсе татăлнă график тăрăх иртеççĕ, плана кĕменнисем — тарифсене виçерен ирттерсе хăпартни е пĕчĕклетни çинчен уйрăм çынсем е юридици сăпачĕсем пĕлтерсен. Чăваш Енĕн патшалăх çурт-йĕр инспекцийĕ кăçалхи 9 уйăхра граждансен 2244 çырăвне пăхса тухнă, планпа пăхнă тата плана кĕртмен 428 тĕрĕслев йĕркеленĕ, 150 çакăн пек мероприятие прокуратура органĕсемпе пĕрле ирттернĕ.
2011 çулхи октябрĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Ен Президенчĕ «Çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу илнĕ чухне республика çыннисен прависемпе законлă интересĕсене хÿтĕлемелли хушма мерăсем çинчен» Указ алă пусрĕ. Çак документ халăха мĕн парать?
Çак документпа килĕшÿллĕн регионри отрасль порталне туса хума йышăннă. Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмĕнчи пур предприяти пирки те информацие çакăнта тупма май пулĕ. Управляющи компанисем коммуналлă пулăшу хакĕсем, пурнăçланă ĕçсем çинчен халăха ун урлă пĕлтерсе тăрĕç. Мĕншĕн тата мĕнле тарифсемпе тÿленине унăн пĕлмеллех. Управляющи компанисен ĕçĕ-хĕлĕн мониторингне йĕркелессине те шута илнĕ Указра. Унпа килĕшÿллĕн нумай хваттерлĕ çуртсенчи тĕп юсав ĕçĕсене пурнăçлама пулăшса пыракан фонд, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхшăн тÿлемелли укçана тарифсемпе килĕшÿллĕн çирĕплетнĕ чухне тавлашуллă ыйтусем тухса тăрсан татса пама Правительство комиссийĕ туса хурĕç.
Источник: "Каçал Ен"