АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Парăмсене вăхăтра тÿлемелле

09 ноября 2011 г.

Пирĕн çĕр-шывра суд приставĕсен тытăмне 1997 çулта туса хунă. Ун пек подразделени районта та пур. Унăн ертÿçипе В.П.Ивановпа иртнĕ кунсенче курса калаçрăм, хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарма ыйтрăм.

— Владимир Петрович, районти суд приставĕсен подразделенийĕ кăçалхи 9 уйăхри кăтартусемпе республикăра пĕрремĕш вырăн йышăннă. Кунта, паллах, сирĕн тÿпе пысăк...

— Чăнах та, январь — сентябрь уйăхĕсенчи кăтартусене пăхса тухнă хыççăн районти суд приставĕсен уйрăмĕ пĕрремĕш вырăна тухнине палăртрĕç. Ĕçлеме çăмăл мар. Халăхра та çапла калаççĕ: «Çынран парăма илессипе ватта юрасси пек йывăрри çук».

Районти приставсем паянхи куна 1347034 тенкĕ налук шыраса илнĕ, планпа 1 миллион шыраса илмелле пулнă. Административлă штраф 2011 çулта 900 пин тенкĕ шыраса илмелле пулнă пулсан, çулталăк планне эпир тултарнă, ку сумма 1095089 тенкĕпе танлашать. Исполнительлĕ сбор планне те иртнĕ уйăхрах пурнăçланă: пирĕн ума 300 пин тенкĕ лартнă пулсан, паянхи кун патшалăх хыснине 409941 тенкĕ хывнă. Çулталăк вĕçлениччен çак цифрăсем татах та ÿсĕç.

— Паянхи кун сирĕн патра мĕнле йышши исполнительлĕ производствăсен йышĕ ытларах?

— Ытларах чух пĕчĕк суммăсемпе ĕçлеме тивет приставсен. Темиçе тенкĕ кăна пултăр — пур пĕр парăма шыраса илме исполнительлĕ производство пуçармалла. Паянхи кун пирĕн патра Патшалăх автоинспекци инспекторĕсем кăларнă йышăнусем ытларах. Статистика цифрисем çапла: суд приставĕсем кăçал 7652 исполнительлĕ производство пăхса тухнă, халĕ вĕсен аллинче 2412 производство.

— Владимир Петрович, алимент тÿлеменнисен шучĕ районта мĕн чухлĕ-ши?

— Алимент тÿлеменнипе çыхăннă ĕçсен шучĕ 166-па танлашать. «Куккук» ашшĕ-амăшĕсем районта 27-ĕн. Эпир вĕсем çине саккунпа килĕшÿллĕн тĕрлĕрен чару йышăнăвĕсем кăларатпăр. Тĕслĕхрен, Федераллă хăрушсăрлăх службине, таможньăна чикĕ урлă каçармалла марри çинчен йышăну ярса паратпăр. Ун пеккисем кăçал 31-ĕн пулнă.

— ЖКХ ыйтăвĕсемпе çыхăннă ĕçсем еплерех?

— Çурт-йĕре тытса тăнăшăн тÿлеменнисем Комсомольскинче 21-ĕн, парăмсен сумми — 209885 тенкĕ. Çакăн евĕрлĕ парăма ян- варь — октябрь уйăхĕсенче пурĕ 60 пин тенкĕ шыраса илтĕмĕр.

— Кăçал суд приставĕсен пуçарăвĕпе миçе уголовлă, административлă ĕç пулчĕ?

— 2011 çулта пирĕн подразделени приставĕсем 7 уголовлă ĕç тĕпчерĕç, вĕсем пурте алимента вăхăтра тÿлемен çынсем пирки. Çавăн пекех вăхăтра парăма татманшăн 72 административлă ĕç пуçартăмăр.

— Калаçушăн тавтапуç. Ĕçре сире ăнăçу сунатпăр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика