29 октября 2011 г.
Иртнĕ вырсарни кун 4, 5, 8-мĕш классенче вĕренекенсемпе Андриян Григорьевич Николаевăн тăван çĕрне, Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăла çул тытрăмăр.
Мемориал комплексĕнче пире тарават кĕтсе илчĕç. Кашни пÿлĕмĕ — асамлăх тĕнчи. Чи малтанах Андриян Николаевăн пурнăçĕнчи пирвайхи пулăмсемпе паллашрăмăр: парта, доска çине çырнă пĕрремĕш «Анне» сăмах, класс журналĕ, шкулти тетрадьсем, кĕнекесем, парашют... Иккĕмĕш пÿлĕм пире вĕçевре кирлĕ япаласемпе тыткăнларĕ. Скафандр, апат-çимĕç, радиодатчик, аптечка пурне те тĕлĕнтерчĕ. Виççĕмĕш пÿлĕмре Андриян Григорьевичăн космосран таврăннă хыççăнхи япалисем упранаççĕ. Ентешĕмĕре ытти республика çыннисем панă парнесем те куçа илĕртеççĕ кунта. Тепĕр пÿлĕмĕ вара тĕнчене астроном куçĕпе мĕнле курнине сăнласа пачĕ. Андриянăн ачалăхĕ иртнĕ çуртра пулса куртăмăр. Кунта чăвашлăх тĕнчине лекнĕнех туйăнчĕ. Килте хатĕрленĕ сĕтел-пукана, савăт-сапана, пир-авăра хăш-пĕр ачасем пĕрремĕш хут курчĕç. Паллă ентешĕмĕре халалласа часовня та уçнă. Кунта унăн вил тăприйĕ вырнаçнă. Космонавт ячĕпе авăн уйăхĕнче уçнă палăка та çитсе куртăмăр. Ăна скульпторсем çав тери тăрăшса туни сисĕнет. Чăваш наци музейĕнче те Андриян Николаева халалласа кĕтес тунă. Унта та хамăр ентешĕмĕр пирки нумай пĕлтĕмĕр. Пĕтĕм тĕнчере чăваш ятне çÿлти шая çĕкленĕ летчик космонавтпа эпир пурте чăннипех мухтанатпăр.
Источник: "Каçал Ен"