29 октября 2011 г.
Кашни çыннăн хăйĕн шăпи. Анчах та иртнĕ ĕмĕрĕн çирĕммĕш çулĕсенче çуралнă чăваш хĕрарăмĕсен кун-çулĕ пĕр пекрех пулнă: ачаллах вăрçă нушине чăтса ирттернĕ, шкулта нумай вĕренмеймен, çамрăклах колхоз ĕçне хутшăннă... Вĕсен ачалăхĕпе çамрăклăхне пĕрре те çăмăл пулнă теме çук – хура-шурне сахал мар тÿсме тивнĕ.
Эткерте çуралса ÿснĕ Вера Павловна Крючкова (хĕр чухнехи хушамачĕ Смирнова) пирки те çакнах калама пулать. Йышлă çемьере ÿснĕ хĕрĕн ачалăхĕ çăмăл килмен. Аслисемпе танах пĕтĕм ĕçе кÿлĕннĕ, ĕçлесе хырăма тăрантарас тесе тар юхтарнă. «Çиччĕн пĕр тăван ÿснĕ эпир. Атте, Павел Николаевич, ял Совет председателĕнче тăрăшнă. Шел пулин те, унăн пурнăçĕ 1924 çулта çамрăклах татăлчĕ. Анне, Арина Трофимовна, пире ÿстерес тесе ураран ÿкичченех ĕçленĕ»,— аса илчĕ ачалăхне Вера аппа. Тумланмалли пулманнипе, çиме çитменнипе малалла вĕренеймен вăл, тăватă класс кăна пĕтернĕ.
Тăван çĕр-шывăн хаяр вăрçин пĕрремĕш кунне Мускавра кĕтсе илет Вера Смирнова. «1938 çулта тĕп хуламăра вербовкăпа завода ĕçлеме илсе кайрĕç. Виçĕ çул ĕçленĕ хыççăн отпуска киле ячĕç. Каярахпа вара мана тăван ялтан Пăрачкава окоп чавма ăсатрĕç. Ултă уйăх киле килмесĕр ĕçлерĕмĕр унта. Ас тăватăп-ха кĕрхи сивĕ кунсенче, çумăр лÿшкенĕ вăхăтра, пылчăк витĕр окоп чавса шăнса чирлесе выртнине. Медицина пулăшăвĕ те çÿлти шайра пулман, пурăнас килни кăна чиртен сыватрĕ пулĕ»,— терĕ вăл.
Вера аппана 1943 çулта салтака кайма повестка параççĕ. Икĕ повестка килет ун патне, пĕри — районти çар комиссариатĕнчен, тепри — райĕçтăвкомран. «Военкомат ĕçченĕсем пирĕнпе пĕр уйăх çар вĕрентĕвĕ ирттернĕ хыççăн Хусана ăсатрĕç. Виçĕ уйăхран вара поездпа Свердловск облаçне кайрăмăр»,— аса илчĕ Вера Павловна. Районтан тăваттăн пулнă вĕсем çав тапхăрта: Нина Прохорова (Элпуç), Ольга Кустова (Йăлмахва), тăваттăмĕшĕ Хирти Ĕнел хĕрĕ, унăн хушаматне Вера аппа ас тумасть.
«НКВД чаçĕнче пулнă эпир. Лаврентий Берия министра виçĕ утăмран куртăм»,— аса илÿ çăмхине малалла кустарчĕ ватă. 173-ĕн пулнă вĕсем чаçре. Гранатăсем кăларакан заводра службăра тăнă, çĕнтерÿ кунне çывхартнă.
Тăван яла Вера аппа 1945 çулхи декабрь уйăхĕнче таврăннă. Ăна килте амăшĕпе йăмăкĕ кĕтсе илнĕ, 3 пиччĕшĕ хаяр вăрçă хирĕсенче пуçĕсене хунă. Пĕр кун та килте ларман хĕр, колхоз ферминче ĕçленĕ, ĕне сунă.
1950 çулта вĕсем Петр Сергеевич Крючковпа çемье çавăрнă. 5 ачана кун çути парнеленĕ вĕсем.
Çын пурнăçĕнче савăнăçлă самант та, хурлăхли те пулать. Инкек куçа курăнса килмест тесе ахальтен каламан ваттисем. Мăшăрĕ 58 çулта сарăмсăр çĕре кĕрет. Пĕр хĕрĕн тата икĕ ывăлĕн пурнăçĕсем те çамрăклах татăлнă.
Паянхи кун Вера Павловна Комсомольскинче Лена хĕрĕ патĕнче пурăнать. Пĕрре те ахаль лармасть вăл: çăм арлать, алсиш-чăлха çыхать. Вăрмана çырла татма, кăмпа пуçтарма та çÿреме ÿркенмест.
«Колхозри ĕçсене 10 çул каялла кăна хутшăнма пăрахнă-ха»,— тет тăхăр вуннăри кинемей.
Юлашки вăхăтра сывлăхĕ самаях хавшанă хĕрарăмăн. «Пурĕ тăватă хутчен операци сĕтелĕ çине выртрăм. Вар-хырăм чирĕ нушалантарать мана. Халĕ пурăнмалла та пурăнмалла. Кил-çуртра ăшă, пÿлĕмсем хăтлă, укçи-тенки кăна çитсе пытăр»,— тет Вера Павловна.
Вера аппан медалĕсен шучĕ те çук. Темиçе çул каялла ăна патшалăх автомашина та парса хавхалантарчĕ.
Нумаях пулмасть Вера Павловна хăйĕн сумлă юбилейне — 90 çул тултарнине — паллă турĕ. Çак ятпа районти культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем, «Каçал» халăх фольклор ушкăнĕ пысăк концерт лартрĕç. Район администрацийĕн социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ Ираида Никитина тата Татьяна Смирнова ĕçчен саламлă сăмахсем каларĕç, ырлăх-сывлăх сунчĕç.
«Çавăн пек хисеп туни маншăн мулран та хаклă. Пурне те ырлăх-сывлăх сунатăп»,— пулчĕç Вера аппан сăмахĕсем.
Источник: "Каçал Ен"