29 октября 2011 г.
2011 çулхи 9 уйăхра районти тăхăр çынна Раççей Федерацийĕн урăх регионĕсене вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарнă. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр пĕлтернĕ тăрăх, октябрĕн 31-мĕшĕнче «Агрокомплекс «Доскино» ОООна (Чулхула) теплицăсене ĕçлеме (чÿлмексене, михĕсене торф хутăшĕ тултарма, калча хатĕрлеме тата ытти те), ноябрĕн 1-мĕшĕнче «Чулковское» ОООна (Мускав облаçĕ) овощехранилищĕне пахча çимĕç суйлама кайма пулать.
15 пин тенкĕрен кая мар тÿлеççĕ. Урăх регионсенче ĕçлес кăмăллисене çак адреспа кĕтеççĕ: Комсомольски ялĕ, Завод урамĕ, 29, тел.: 8(8352)5-13-79.
Источник: "Каçал Ен"