АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурăнмалли условисене лайăхлататпăр

29 октября 2011 г.

2011 çулхи октябрĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев «Çамрăк çемьесен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатас енĕпе патшалăх пулăшăвĕн хушма мерисем» çинчен указа алă пуснă. Çавăн çинчен Чăваш Республикин хула тăвас ĕç тата обществăлла инфраструктура аталанăвĕн министрĕ Александр Николаевич Гончаров каласа пачĕ.

— Александр Николаевич, çак енĕпе патшалăх мĕнле ĕçсем туса ирттернĕ?

— Пирĕн ялта ĕçлекен çамрăк специалистсене пулăшу памалли программа тата «Çамрăк çемье» федераллă программа пур. Анчах вăхăт ку çителĕксĕр пулнине кăтартса пачĕ, çавăнпа та президент правительствăна çамрăксене пулăшу парас ыйтăва татса пама çĕнĕ майсем шырама хушрĕ. Çапла вара çак указ çуралчĕ.

Президентăн указĕ, ытти программăсемпе танлаштарсан, çамрăк çемьесене аванах пулăшу парать, 10 çул хушшинче уйрăм çемьене 500—600 пин тенкĕ таран. Эпир лару-тăрăва тĕрĕслесех тăрăпăр, çак укçа-тенкĕ çурт-йĕр строительствине аталантарасси çине кайтăр тесе хушма мерăсем йышăнăпăр. Тĕллев — çамрăк çемьесене хакĕпе те, хăтлăхĕпе те тивĕçтерекен хваттерсем хатĕрлесси.

Çурт-йĕр хăпартасси пĕлтĕрхи пекех пырать. Пирĕн строительство калăпăшĕсем пысăк, кашни çын шутне çурт-йĕр тăвас енĕпе эпир Раççейре тата Атăл çи федераллă округĕнче малта пыракан 5 регион йышĕнче. Çапах та практика ку çителĕксĕррине кăтартать. Пирĕн кăтарту çын пуçне 0,86 тăваткал метра çитнĕччĕ, анчах та кризис вăхăтĕнче вăл чылай чакрĕ. Халĕ 0,76-па танлашать. Çынсене пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтерме çак кăтартăва 1 тăваткал метра çитермелле.

Пÿрт-çурт ыйтăвĕ граждансен тĕрлĕ категорийĕсене пырса тивет. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене тата вĕсен çемйисене çурт-йĕрпе тивĕçтерес программа ĕçлет. Паянхи куна çак программăна хутшăнма 4000 яхăн çын заявлени панă, 3770 çыннăн пурăнмалли вырăн ыйтăвне татса панă та ĕнтĕ.

Нумай ачаллă çемьесене, тăлăх ачасене çурт-йĕрпе тивĕçтерес ĕç малалла пырать. Учетра пирĕн 1067 тăлăх ача, кăçал 334-не пурăнмалли вырăн тупса пама планлатпăр. Çавăн пекех запасри çар çыннисене çурт-йĕрпе тивĕçтерме федераллă укçа-тенкĕ уйăрнă. Апла пулин те ытларах чухне граждансем хăйсен укçипе е кредит илсе çурт-йĕр туянаççĕ. Çавăнпа та ипотека кредичĕн программисене малалла аталантарăпăр. Процент шайĕ пĕтĕмĕшле экономика лару-тăрăвĕпе çыхăнни паллă. Халĕ процентсем чакса пыраççĕ. Кăçал республикăра 3,5 млрд тенкĕлĕх ипотека кредичĕ пама палăртнă. Паянхи куна 3 млрд тенкĕлĕх панă та ĕнтĕ. Ку кăтарту ипотека кредичĕ çынсене интереслентернине тата республикăри экономика лару-тăрăвĕ стабильлĕ пулнине пĕлтерет.

— Хĕле хатĕрленесси мĕнлерех пурнăçланса пырать?

— Республикăна капиталлă юсав ĕçĕсем ирттерме хушма укçа-тенкĕ килнине тата республика бюджетĕнчен çакна валли укçа-тенкĕ уйăрнине шута илсе эпир пурăнмалли 111 çуртра юсав ĕçĕсем пуçларăмăр. Эпир вĕсене октябрь вĕçĕнче туса пĕтерĕпĕр. Кăçалхи хутмалли сезонра кĕтмен чăрмавсем сиксе тухмĕç.

— Çул-йĕр тăвас ĕçре мĕнле улшăнусем пур?

— Çул-йĕр — инфраструктурăн чи кирлĕ пайĕсенчен пĕри, мĕншĕн тесен лайăх çулсемсĕр экономика тивĕçлипе аталанаймасть. 2006 çултан пуçласа республикăри çул-йĕр ыйтăвĕсене татса парас ĕç ăнăçлă малалла тăсăлать. Çĕнĕ çулсем тăватпăр, киввисене юсатпăр, якататпăр. «Сура» автоçула пысăк тимлĕх уйăратпăр, мĕншĕн тесен вăл республикăри тĕп магистральсенчен пĕри. Ăна йĕркере тытни республикăри экономика аталанăвĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Укçа-тенкĕ ыйтăвĕсене татса пама республикăра ятарлă çул-йĕр фончĕ пулĕ.

— Халăха таса шывпа тивĕçтерес ĕçре мĕнле ÿсĕмсем?

— Кунта шыв çукки мар, унăн пахалăхĕ япăххи чăрмавсем кăларса тăратать. Шыв ыйтăвĕ кăнтăр районĕсене уйрăмах пырса тивет, мĕншĕн тесен унта Атăл, Сăр пек пысăк юхан шывсем çук. Çĕр айĕнчен илекен шыв вара бор, фтор, тимĕр хутăшĕсемпе пуян, çавăнпа та ăна ĕçме сĕнмеççĕ. Ку ыйтăва татса пама Патăрьел — Шăмăршă тата Вăрнар шыв çулĕсем тăватпăр. Çак проектсене пурнăçа кĕртме республикăна 476 млн тенкĕ панă та ĕнтĕ, строительство ĕçĕсем активлă малалла пыраççĕ.

— Кивелнĕ çурт-йĕре пăсас е юсас ĕç мĕнле пырать?

— Ку енĕпе бюджетран хушма укçа-тенкĕ уйăрасси пирки калаçаççĕ. Эпир çак ыйтăва хăвăртрах татса пама тăрăшăпăр. Пурăнма юрăхсăр çуртсенче кун кунлакан çынсене, паллах, çĕнĕ çĕре куçармалла.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика