АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çывăх вăхăтрах субсиди илĕç

29 октября 2011 г.

Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин «Комсомольски районĕн халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрĕ» Чăваш Республикин хысна учрежденийĕ пулăшнипе кăçалхи январь—сентябрь уйăхĕсенче ĕçсĕр тăрса юлнă 53 çын хăйсен ĕçне уçнă. Вĕсенчен 43-шĕ ял хуçалăхĕ енĕпе тăрăшма кăмăл тунă.

Пирĕн районта, тĕпрен илсен, çак отрасль вăйлăрах аталаннă. Анчах та район центрĕн-чен аякра вырнаçнă ялсенче ĕç тупма йывăр. Унта пурăнакансенчен чылайăшĕ ытларах выльăх-чĕрлĕхпе ĕçлет. Çавăнпа та вăл бизнес пултăр, унтан тупăш курма май килтĕр тесе тăрăшать те пирĕн центр. Эпир ĕçсĕр тăрса юлнă çынсемпе предпринимательство никĕсне вĕренмелли семинар ирттертĕмĕр. Унта бизнес-плансене тĕрĕс йĕркелес ыйту та пулчĕ.

Аякри ялсенче пурăнакансем ытларах мăйракаллă шултра выльăх самăртаççĕ. Кунта ĕçĕ нумай. Нумайăшĕ ĕмекен пăруранах выльăх çитĕнтерет. Ку хăвăрт пулакан япала мар. Çавăнпа кĕске вăхăтрах аш-какая каймалли чĕр-чунсем (сăмахран, кролик) тытаççĕ.

Нумаях пулмасть ĕçсĕр тăрса юлнă, хăйсен ĕçне уçас текенсемпе черетлĕ ларăва пуçтарăнтăмăр, вĕсен бизнес-планĕсене пăхса тухрăмăр. Комисси 5 çынна хăйсен ĕçне уçассине ырларĕ. Вĕсем мăйракаллă шултра выльăхсем, кроликсем тата çемçе мамăклă чĕр чунсем ĕрчетесшĕн, автомобиль хатĕр-хĕтĕрĕпе суту-илÿ тăвасшăн. Çывăх вăхăтрах кашниех федераци бюджетĕнчен 58800 тенкĕ субсиди илĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика