АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çур ĕмĕре яхăн руль умĕнче

29 октября 2011 г.

Ĕçрен ан хăра, вăл хăй санран хăратăр, теççĕ. Вăй хумасăр йĕркеллĕ пурнăç тума май çуккине пурте ăнланаççĕ. Акă, Йăлмахва ялĕнче пурăнакан Гурий Гурьевич Албутов мĕн ачаран ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕ. Ĕçрен хăрама мар, юратать вăл ăна, пĕр самант та пушă лармасть. 60 çула çывхарса пыракан ар çын ĕмĕрне руль умĕнче ирттернĕ тесен те юрать.

6-мĕш класра вĕреннĕ чухнех вăл каникул вăхăтĕнче колхоза ĕçлеме çÿренĕ: йăрансене çумран тасатнă, лаша кÿлсе улăм турттарнă. 8 класс пĕтерсен Етĕрне районĕнчи 4-мĕш профтехучилищĕне çул тытнă. Унтан таврăнсан çамрăк каччăна С.А. Абусев патне тракторист пулăшаканĕ пулма çирĕплетнĕ. Шăпах вăл вĕрентнĕ те ĕнтĕ пулас паллă механизатора техникăна юратса, çĕре хисеплесе ĕçлеме.

1971—1973 çулсенче Г.Албутов çар службинче тăрать, çĕр-шыв умĕнчи тивĕçне пурнăçлать. Унтан вара каялла тăван яла таврăнса «Знамя» колхозра нумай çул трактористра вăй хурать.

— Пĕр кун та пушă ларман: акнă, сухаланă, хĕлле фермăсене улăм турттарнă, колхоз, ял çыннисем валли вăрмантан йывăç тиесе килнĕ,— аса илет Гурий Гурьевич.

«Знамя» колхоз саланса кайсан тăрăшуллă механизатор «Дубрава» ЯХПКра ĕç-ленĕ, профсоюз комитетне ертсе пынă. 2003 çулта вара хăй фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ, пахча çимĕç çитĕнтерсе сутма пуçланă.

Ĕçне кура — хисепĕ, теççĕ ваттисем. Гурий Гурьевича та пĕрре мар грамотăсем, тĕрлĕ Хисеп паллисем парса чысланă. Темиçе хут вăл хăй профессийĕнчи чи лайăххи ята тивĕçнĕ. Çавăн пекех ăна Ĕç Мухтавĕн 3-мĕш степеньлĕ орденне, ВЛКСМ Центральнăй Комитечĕн «Ылтăн пучах», «Пилĕк çуллăхăн çамрăк гвардеецĕ» паллисене тата ытти нумай Хисеп грамотине панă. 1981 çулта унăн ятне Чăваш обкомĕн ял хуçалăх профессиллĕ ĕçченĕсен Хисеп кĕнекине, каярах Комсомольски районĕн энциклопедине кĕртнĕ.

Мăшăрĕпе, Раиса Витальевнăпа, вĕсем 3 ача пăхса ÿстернĕ, тивĕçлĕ пĕлÿ парса пурнăç çулĕ çине тăратнă. Хĕрĕ Ирина çемьеллĕ, Шупашкарта пурăнать, 3 ача ÿстерет. Ывăлĕ, Сергей, РФ пенси фончĕн районти управленийĕнче ĕçлет, кĕçĕнни Саша нумаях пулмасть салтакран таврăннă, Шупашкарта вăй хурать. Гурий Гурьевича çамрăксем ялта юлманни, хуласене талпăнни питĕ шутлаттарать. «Йăлмахва ялĕнче клуб ĕçлемест. Çамрăксене ĕçлеме те, канма та нимĕнле услови çук. Вилекен нумай, çуралакан çукпа пĕрех. Ватăсем анчах юлатпăр ялта»,— пытармасть вăл пăшăрханăвне.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика