26 октября 2011 г.
Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин анлă ларăвне муниципаллă районсен тата хула администрацийĕсен пуçлăхĕсене чĕннĕ. Районсенчи тата хуласенчи патшалăх ветеринари учрежденийĕсен начальникĕсем те пулчĕç. Эпĕ тухса калаçакансен сăмахĕсене тĕплĕн итлерĕм. Вĕсем чылай çул Раççее, вăл шутра Чăваш Ене те, хумхантаракан ыйтусене тĕпрен уçса пачĕç. Уртаракан чиртен сыхланас тĕллевпе пирĕн республика шайĕнче те, районсемпе хуласенче те профилактика ĕçĕ нумай тăваççĕ. Çапах та тăрсан-тăрсан ун пек тĕслĕхсем тĕл пулаççĕ-ха. ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ Л.Г.Николаев Чăваш Енри патшалăх ветеринари служби туллин ĕçленине, мĕнле мерăсем йышăннине палăртрĕ. Çав вăхăтрах Геннадий Николаевич çак хăрушă чир сарăлăвĕпе те паллаштарчĕ. Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕсем илсе кăтартнă тĕслĕхсем çинче чарăнса тăчĕ. Пĕтĕмĕшле илсен уртаракан чир тĕлĕшпе тĕнчипех хăрушлăх пысăк. Ку шута Раççейпе пирĕн республика та кĕрет. Çак чиртен çулсеренех 59 пин çын вилет. Апла пулсан 10 минутра — пĕр çын. Ку чир сиенлĕхĕ экономика енчен 5-мĕш, инфекцилле ытти чирсемпе вилекенсен йышĕнче 10-мĕш вырăн йышăнать. Ку тĕрлĕ шайри ертÿçĕсене, уйрăм çынсене пырса тивет. Раççейре кăçалхи 8 уйăхра çеç уртаракан чир енчен ăнăçсăр 2008 хуçалăх пулнă, унта 2384 пуç выльăх вилнĕ. Ку енĕпе Смоленск, Мускав, Челябинск, Калуга, Астрахань, Оренбург, Пенза, Новосибирск, Брянск облаçĕсенче, Тутарстан тата Пушкăртстан республикисенче лару-тăру йывăр. Пирĕн республика та çак енĕпе айккинчех юлмасть.
Тĕпрен илсен, чире ирĕкри тискер чĕр чунсем ертеççĕ. 2010 çулта Чăваш Енре уртаракан чирпе чирлĕ ăнăçсăр 34 пункт тупса палăртнă. Вĕсенчен чылайăшне тилĕ амисем ертнĕ. Февраль — март уйăхĕсенче çурасем туса панă вăхăтра вăйлă сарăлать.
Кăçал та тилĕ амисен айăпĕпе 11 çĕрте килти выльăхсем чирленĕ тĕслĕхсем пур. Унта Пăрачкав, Канаш, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш, Çĕрпÿ, Шупашкар, Тăвай районĕсем кĕреççĕ.
Тилĕсем чылай чухне ялсене çитсе уйрăм хуçалăхсен картишĕсене кĕрсе унти выльăха çыртса сиенлеççĕ. Çавăнпа та кун пек тĕслĕхсем республикăра нумай.
Чăваш Енри патшлăх ветеринари служби планпа пăхнă профилактика ĕçĕсене пурнăçлама палăртнă. Вăл 2008 çулта пуçланнă та паянхи кунчченех тăсăлать. Йытăсемпе кушаксене çеç мар, картишĕнчи выльăхсене те вакцинăлаççĕ. Çавăнпах пулĕ ял хуçалăх выльăхĕсем чирлесси, пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, 40 процент таран чакнă.
Профилактика ĕçĕн уссине пропагандăлассипе ĕçлетпĕр. Халăхăн та эпир кăларса тăратакан ыйтусем çине çиелтен пăхмалла мар. Эсир сыхланни — сирĕн хăрушсăрлăх. Район, ял пуçлăхĕсен хăйсен территори-йĕсенче тилĕсене пĕтермелли мелсем шырамалла. Урамра çапкаланса çÿрекен йытăсен хуçисене административлă комиссире пăхса тухмалла. Кушаксемпе йытăсене килте тытмалла. Район администраци пуçлăхĕсен сунарçăсене хавхалантармалли тÿлев валли укçа уйăрмалла. Вĕсем вара тискер чĕрчунсем çеç мар, çапкаланса çÿрекен йытăсемпе кушаксене те пĕтерĕç. Прививика тумасан чир вилĕмпе вĕçленме пултарать. Инкек ан пултăр тесен çынсен килти йытăсемпе кушаксене правилăна пăхăнса усрамалла. Çак шухăшсене палăртрĕ министр çумĕ ларăва вĕçлесе.
Источник: "Каçал Ен"