АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çанă тавăрса, ÿркенмесĕр ĕçлемелле

26 октября 2011 г.

Пурăнмалли кĕтес хăтлăхĕ — кашнине канăçсăрлантаракан тĕп ыйтусенчен пĕри. Пурнăçра çын яланах лайăххи патне туртăнать. Хăйне ятăн кĕтесе хăтлăх кĕртме май шырать. Çын пурăнакан условисене лайăхлатма укçа-тенкĕ нихçан та шеллемен, шеллемест те. Чун ыйтнипе кĕсье хулăнăшĕ кăна шайлашăнтăр.

Нумай хваттерлĕ çуртра пурăнаканăн юсав тата çурт-йĕре тытса тăнăшăн пулакан пайне тÿлесси тивĕç шутланать. Анчах та çакăншăн тÿлекене яланах пĕр ыйту кăсăклантарать: мĕншĕн тÿлет-ха вăл;

ЧР Президенчĕ 2011 çулхи юпа уйăхĕн 7-мĕшĕнче «Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшусем панă чухне Чăваш Республикинчи халăхăн ирĕкĕсемпе саккунлă интересĕсене тивĕçтермелли тата хÿтĕлемелли хушма мерăсем çинчен» Указа алă пуснă. Унпа килĕшÿллĕн нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсама пулăшмашкăн республика фондне туса хумалла, пурăнмалли кĕтесшĕн тата коммуналлă çăмăллăхсемшĕн тÿленĕ тата тарифсемпе усă курнă чухне пулакан тавлашуллă ыйтусене татса пама правительство комиссийĕ йĕркелемелле, çынсем малашне çурт-йĕрпе коммуналлă çăмăллăхсемшĕн тÿлеве йышăнакан пĕрлĕхлĕ информаципе расчет центрĕн ĕçĕ çинчен тĕплĕнрех пĕлсе тăма пултарĕç, тата ытти те. Малашне ЖКХ тытăмĕнче ĕçлессине вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем хăйсем çине илĕç.

Комсомольскинче пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ĕçĕсене пĕр управляющи компани пурнăçлать. Директор тилхепине вара тăватă уйăха яхăн Резине Садртдинова тытса пырать.

«Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх нушисене чухлатăп»,— терĕ Резине Гумеровна. Урăхла пулма та пултараймасть, мĕншĕн тесен çак должноçа лариччен вăл 5 çул ытла «Комсомольский «Водоканал» предприятире тăрăшнă.

«Кĕрĕк арки йăваламан пĕрре те. Хыçа юлнă 4 уйăхра та чылай ĕç пурнăçларăмăр. Акă Комсомольскинчи «Сельхозтехника» территорийĕнче, Антонов ячĕллĕ микрорайонти 7, 12 тата 13-мĕш çуртсенчи шыв пăрăхĕсене улăштартăмăр. Кабалин ячĕллĕ микрорайонта 3, 6-мĕш çуртсенчи вентиляци шахтине тата тĕтĕм çулне юсарăмăр. Уйрăм хутса ăшăтмалли çине куçарассине те пысăк тимлĕх уйăртăмăр. Паянхи кун та çак ĕçсем малалла пыраççĕ. Комсомольскинчи «70 лет Октября» урамри 2, 6-мĕш, Кабалин ячĕллĕ микрорайонти 1, 2, 3, 4, 5, 6-мĕш çуртсенче (пурĕ 8 çуртра) кăçал кашни хваттере уйрăм ăшăтасси çине куçарса пĕтермелле»,— терĕ директор.

Паллах, кашни çын пурăнмалли вырăн çине укçа-тенкĕ чылай ярать. Патшалăх та ку енĕпе витĕмлĕ пулăшу кÿрет. Акă Куйбышев урамĕнчи 7-мĕш çурта тĕпрен юсама федераллă бюджетран 343865 тенкĕ, республикăпа вырăнти бюджетсенчен 113524-шар тенкĕ уйăрнă. Пурăнакансем 30108 тенкĕ пухĕç (ку вăл кирлĕ суммăн 5 проценчĕпе танлашать). Асăннă урамри 9-мĕш номерлĕ çурт сăн-сăпатне те улăштарĕç. Çак ĕçсене тума патшалăх федераллă бюджетран 282023 тенкĕ, республикăпа вырăнти бюджетсенчен 93108-шар тенкĕ панă. Юсав ĕçĕсене тума пурăнакансенчен пухнă 24693 тенкĕ те вырăнлă пулĕ. Çавăн пекех 11-мĕш номерлĕ çурта виçĕ шайри бюджетран куçарнă тата халăхран пухнă укçа-тенкĕ юсав ĕçĕсене пĕтерме çителĕклĕ пулĕ.

Паянхи кун Заводская урамри 67А номерлĕ çуртăн çи виттине витеççĕ. Патшалăх унта капиталлă юсав ĕçĕсене тума федераллă бюджетран 1877768 тенкĕ, республикăпа вырăнти бюджетран 619928-шар тенкĕ уйăрнă. Ку çуртра пурăнакансенчен 164419 тенкĕ пухнă. Асăннă çуртсенче юсав ĕçĕсене Комсомольскинчи юсавпа строительство участокĕн (ертÿçи Владимир Максимов) тата «Стройсервис» АХО (ертÿçи Фанис Рахимзянов) рабочийĕсем пурнăçлаççĕ.

Нумай хваттерлĕ çуртсене кĕрекен шыва шута илмелли счетчик лартмалли çинчен калакан саккунпа та кăсăклантăм эпĕ. Р.Садртдинова ун çинче те чарăнса тăчĕ. «261 номерлĕ Федераллă саккунăн 13-мĕш статйипе килĕшÿллĕн кашни çурта кĕрекен шыва шута илмелли счетчик лартмалла. Ăна 2012 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен пурнăçламалла. Комсомольскинче ку ĕç инертлă пырать пулсан та, çынсем укçа пуçтараççĕ-ха. Кашни командăн ĕç-хĕлĕн ÿсĕмĕн никĕсĕнче ансат чăнлăх пур: çанă тавăрса, ÿркенмесĕр ĕçлемелле, кăткăс ыйтусем сиксе тухсан сăлтав шыраса лармалла мар. Вара кăтарту пулатех»,— пĕлтерчĕ Резине Гумеровна.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика