АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи кирли – вĕренÿ тÿлевсĕр пулĕ

26 октября 2011 г.

2011 çулта вĕренÿ системине аталантарма патшалăх 20 млрд. тенкĕ уйăрнă. Хальхи саманана тивĕçлĕ инфраструктура туса хуни, ăнăçлă ĕçлекен экономика механизмĕсене хута яни, пултаруллă педагогсемпе шкул ачисене пулăшса пыни — çакă йăлт çĕр-шыв экономикине çирĕп инновациллĕ аталану çулĕ çине тăратма пултаракан çамрăк ăрăва ÿстерме пулăшать. Республикăри вĕренÿ системи çĕнĕ экономика условийĕсенче еплерех аталанса пырĕ? Çакăн çинчен Чăваш Республикин вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов каласа пачĕ.

— Владимир Николаевич, вĕренÿ сферинче Чăваш Ен яланах çĕр-шывра малтисен шутĕнче пулнă. Пирĕн республика пĕрремĕшсенчен пĕри модернизаци ыйтăвĕсене комплекслăн татса пама пуçларĕ, Пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕ, вĕренÿ учрежденийĕсене оптимизацилени, аслă классенче профильлĕ вĕренÿ системи кĕртни, кĕçĕн классене тĕн культурипе этика предметне хушса пани мĕнле витĕм кÿнине тĕрĕслемелли пилотлă регион пулса тăчĕ. Паянхи кун мĕнле улшăнусем пулса иртеççĕ?

— Паян республикăра вĕренÿ системине малалла аталантарма лайăх вăхăт. Чăваш Енре пĕтĕмĕшле вĕренÿ системине модернизацилеме мерăсем палăртса хунă. Вĕсен тĕллевĕсем: учительсен ĕç укçине ÿстересси, çамрăк специалистсене шкулсене ĕçлеме явăçтарасси, пахалăхлă вĕренÿ условийĕсем туса хурасси, вĕренÿ заведенийĕсен пурлăхпа техника базине малалла аталантарасси, учительсен, шкул директорĕсен квалификацине ÿстересси. 2011 çулта çак мерăсене пурнăçа кĕртме 408 млн. тенкĕ ытла уйăрнă, вĕсенчен 134 миллион тенкĕ — ĕç укçине ÿстерме. 2011 çулта вăл вăтамран 30 процент ÿсĕ.

Çапла вара Чăваш Ен историйĕнче пĕрремĕш хут учительсен вăтам ĕç укçийĕ экономикăри вăтам ĕç укçинчен пысăкрах пулĕ, 13900 тенкĕпе танлашĕ. Республикăна ертсе пыракансем ытти педагогика ĕçченĕсен — педагог-психологсен, социаллă педагогсен, воспитательсен тата ача сачĕсен ытти ĕçченĕсен шалăвне те ÿстерме май тупнă.

Аса илтеретĕп, республикăра талантлă, творчествăлла ĕçлекен педагогсене яланах пулăшса пынă. «Вĕренÿ» приоритетлă наци проекчĕпе килĕшÿллĕн 700 ытла педагог конкурс çĕнтерÿçисем тата Раççей, Чăваш Ен Президенчĕсен премийĕсен лауреачĕсем пулса тăнă. Нумаях пулмасть Михаил Игнатьев педагогсен республика конкурсĕсен çĕнтерÿçисене укçан хавхалантарасси çинчен указа алă пуснă. Çапла «Чăваш Енри çулталăк учителĕ» — 150 пин тенкĕ, «Чăваш Енри çулталăк воспитателĕ» — 100 пин тенкĕ, «Чи лайăх класс ертÿçи» — 50 пин тенкĕ илĕç.

Эпир шкулсене тĕрлĕ вĕренÿ хатĕр-хĕтĕрĕпе пуянлатассине малалла тăсатпăр. Çулталăк пуçланнăранпа шкул автобусĕсен паркĕ çĕнелчĕ. Учительсен кунĕнче республика Президенчĕ 34 шкул директорне çĕнĕ машинăсен уççине тыттарчĕ, 2011 çулта пурĕ 64 автобус илĕç. Пуçламăш классене вĕрентекен учительсене автоматизациленĕ ĕç вырăнĕсемпе (700 ытла) тивĕçтерме палăртнă.

— Çакă вĕренÿ процесĕн условийĕсене, ачасен пĕлĕвĕн пахалăхне епле витĕм кÿрĕ?

— Улшăнусем палăраççĕ. Юлашки çулсенче тĕрлĕ федераллă тата республика программисене, инноваци проекчĕсене пурнăçа кĕртсе вĕренÿ системине аталантарма чылай укçа-тенкĕ янă. Çакă шкул инфраструктурине лайăхлатма пулăшрĕ. Паян ачасен 92,3 проценчĕ тивĕçлĕ условисенче вĕренсе пахалăхлă пĕлÿ илет. Çакна ППЭри пысăк балсем, пирĕн ачасен Пĕтĕм Раççейри предмет олимпиадисенчи çитĕнĕвĕсем çирĕплетеççĕ. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан çĕнтерÿ-çĕсемпе призерсен шучĕ 2 хут ÿсрĕ, 2010 çулта — 16 ача, 2011 çулта — 31.

Аслă классенче вĕренекенсен 90 ытла проценчĕ профильлĕ тата хăш-пĕр предметсене тарăннăн вĕрентекен классенче ăс пухать. Профильлĕ вĕренÿ ачасене пулас профессие суйлама пулăшать. Ку тĕлĕшпе ятарлă классем уçни те — аван пулăм. Вĕсене йĕркелес ĕçре эпир Раççейре пĕрремĕш вырăн йышăннине те асăнмаллах.

— Шкул çулне çитмен ачасен тĕлĕшпе лару-тăру еплерех-ши? Çак енĕпе республикăра 1,5—3 çулхи ача пур çемьесене укçа памалли пилотлă программа та пур...

— 2011—2014 çулсенче Чăваш Енре 24 çĕнĕ çурт хăпартма тата 4-шĕн лаптăкне сарма палăртнă. Ку пĕрремĕшĕ.

Иккĕмĕшĕнчен, ача сачĕсене йышăннă организацисенчен çуртсене каялла тавăрасси. Кунашкал 20 çурта реконструкцилеме палăртнă. Виççĕмĕшĕ — шкулсенче шкула кайма хатĕрлекен ушкăнсем йĕркелесси. Çемье ача сачĕсене йĕркелес ĕçе пикенсех пурнăçламалла.

Паянхи куна кун пеккисем Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарта тата Етĕрне районĕнче уçăлнă.

Юлашки вăхăтра «Раççей Федерацийĕн вĕренĕвĕ çинчен» саккун проектне сÿтсе яврĕç. Саккун проекчĕ пирĕн ачасене шкулта вĕрентме çĕнĕ майсемпе мелсем туса парать.

Чи кирли — вĕренÿ тытăмĕ малтанхи пекех тÿлевсĕр пулĕ, кашниех ăс пухма пултарĕ.

— Пирĕн районти вĕренÿ системи мĕнлерех аталанать?

— Сирĕн районти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсем иртнĕ вĕренÿ çулне япăх мар вĕçленĕ. 2011 çулта ППЭсемпе пуçтарнă вăтам балл республикăри вăтам балпа танлашать: вырăс чĕлхипе 62 балл (2010 çулта — 59), математикăпа — 55 (2010 çулта — 47). Шкул пĕтернисен 58 проценчĕ аслă пĕлÿ паракан вĕренÿ заведенийĕсене вĕренме кĕнĕ. Районти предмет олимпиадисен çĕнтерÿçисем республика ша-йĕнчи олимпиадăсене хутшăннă, 11 призлă вырăн йышăнса илнĕ. Чăваш Ен Президенчĕн стипендине илсе тăма 10 çын (пĕлтĕр 9), район администраци пуçлăхĕн стипендине илме 20 вĕренекен тивĕçнĕ.

Районти пур шкулпа ача сачĕн те лицензи пур, пурте аккредитаци витĕр тухнă. Хальхи вăхăтра пурĕ 15 чăваш, 3 тутар, 3 вырăс шкулĕ ĕçлеççĕ. База шкулĕсене кунсерен 12 шкул автобусĕпе 709 вĕренекене турттараççĕ.

«Вĕренÿ» приоритетлă наци проектне пула вĕренÿ учрежденийĕсен пурлăхпа техника бази чылай лайăхланнă.

Районти вĕренÿ тытăмĕнчи йывăрлăхсем республикăрисемпе пĕр килеççĕ. Вĕренекенсен шучĕ чаксах пырать. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан шкул ачисен шучĕ 159 çын чакнă. Ача сачĕсене каяс текенсем йышлă, 443 ача черетре тăрать.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика