АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Г.РОДИОНОВА.

26 октября 2011 г.

Ăшă сăмах — чун уççи

Аслă Çĕрпÿел ял поселенийĕнче тата культура çуртĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва кайнă пенсионерсем октябрĕн 18-мĕшĕнче Ваттисен кунне уявлама пуçтарăнчĕç. Пенсионерсене чысласа тав сăмахĕ калама РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн начальникĕ Сергей Горбунов тата «Раççейри пенсионерсен союзĕ» обществăлла организацин районти уйрăмĕн председателĕ Василий Пундяков хутшăнчĕç. Чăн малтанах ял поселенийĕн пуçлăхĕ Геннадий Ракчеев сăмах илчĕ. Вăл пенсионерсене тав сăмахĕ каларĕ, ырлăх-сывлăх сунчĕ. С.В.Горбунов тав сăмахĕпе пĕрле пенси фончĕн кулленхи пурнăçĕпе паллаштарчĕ, ыйтусем çине хуравларĕ. В.И.Пундяков Раççейри пенсионерсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки каласа кăтартрĕ, пурне те спортпа туслă пулма хистерĕ тата пухăннисене хăйĕн сăввисемпе савăнтарчĕ. Малалла Аслă Çĕрпÿел ял поселенийĕнчи ветерансен пĕрлешĕвĕн председателĕ Мария Михайлова сăмах илчĕ. Вăл пурне те сывлăх сунчĕ, хăйсен пĕрлешĕвĕн кулленхи пурнăçĕпе паллаштарчĕ. Культура ĕçченĕсем те ваттисен кунне тăрăшсах хатĕрленнĕ. Вĕсем килнисене илемлĕ юрă-кĕвĕпе савăнтарчĕç. Ял поселенийĕн ĕçченĕсем ваттисене сума суса тулли сĕтел, парнесем хатĕрленĕ.

Пуçтарăннисем уявпа питĕ кăмăллă юлчĕç, ăшшăн кĕтсе илнишĕн тав сăмахĕ каларĕç. Çак кун вĕсемшĕн чăнахах та усăллă та савăнăçлă иртнине палăртса хăварчĕç.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика