АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тимлĕрех пулма ыйтатпăр

26 октября 2011 г.

Çанталăк сивĕтсе пырать. Кĕркунне тата хĕлле пушарсен шучĕ ÿсет. Сăлтавĕсем тĕрлĕрен. Çапах та та чылай чухне электрооборудовани юсавсăрлăхĕпе, кăмакасем кирлĕ шайра пулманнипе вут-çулăм сиксе тухать. Шел пулин те, пушарсенче пурлăх çуннипе пĕрлех çынсен пурнăçĕ те татăлать. Кăçал çулталăк пуçланнăранпа вут-кăварта 5 çын (пĕлтĕрхинчен 5 хут ытларах) вилнĕ.

Октябрь уйăхĕнчех 2 пушар пулчĕ. Хирти Шăхасанта А.С.Родионова тĕтĕмпе чыхăнса вилнĕ. Унăн килĕнче электричество пулманнипе вăл çуртапа усă курнă. Ăна ăнсăртран диван çине ÿкернĕ.

Кĕçĕн Каçалти В.П.Козин хуçалăхĕнче электропровод юсавсăррипе вут-çулăм сиксе тухнă. Çурт-йĕр аванах сиенленнĕ.

Хĕл çывхарнă май пурне те хутса ăшăтмалли хатĕрсемпе тата электричествăпа тимлĕрех пулма ыйтатпăр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика