АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул тимсĕрлĕхе каçармасть

22 октября 2011 г.

Раççейри Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» пайĕн ÇÇХПИ уйрăмĕн ĕçченĕсем кашни кварталтах ĕçĕсене пĕтĕмлетеççĕ. Акă иртнĕ кунсенче те вĕсем 9 уйăх кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕç.

«Январь — сентябрь уйăхĕсенче район территорийĕнче инспекторсем çул çинчи йĕркене пăснă 4425 тĕслĕх тупса палăртрĕç. Çав шутра çуран çÿрекенсем çине 260, хăрушсăрлăх пиçиххине çыхманшăн 560, палăртнă хăвăртлăха пăхăнманшăн 1912 çын çине протокол çыртăмăр. Штрафсене вăхăтра тÿлеменшĕн вара Административлă Кодексăн 20.25 статйин 1-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн 66 çынна тепĕр хут явап тыттартăмăр»,— паллаштарчĕ статистикăпа районти ÇÇХПИ уйрăмĕн ĕçченĕ Сергей Абржин. Кăçал инкекре вилнисен шучĕ ытти чухнехисенчен пысăкраххине те палăртрĕ Сергей Геннадьевич.

Чылай чухне канăçсăрлантаракан ыйту вăл — çула тухакан водительсем эрех ĕçни. Ÿсĕр çын руле шанчăклă тытманни каламасăрах паллă. Çулталăк пуçланнăранпа пулнă аварисен пĕр тĕслĕхĕ шăпах водитель ÿсĕр пулнипе çыхăннă.

Кăçалхи 9 уйăхри аварисем çуррине яхăн «Çĕрпÿ — Ульяновск» федераллă çул çинче пулнă: 64, 71, 72, 75, 77 тата 81-мĕш километр участокĕсенче. Çак участоксенче автоаварисене сахаллатас тĕллевпе çул-йĕр паллисем лартма çулсене пăхса тăракан организацисене сĕнÿ патăмăр»,— пĕлтерчĕ полици ĕçченĕ.

Çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăхшăн тăрăшакансем январь-сентябрь уйăхĕсенче ача-пăча сачĕсенче 26, вĕренÿ учрежденийĕсенче 61 тĕл пулу ирттернĕ, калаçусем йĕркеленĕ.

Тишкерни çакна кăтартса парать, аварисем ытларах ирхине — 6—12, кăнтăрла иртсен — 12—15, каçхине — 21—24 сехетсенче пулаççĕ. Çав вăхăтсенче водительсен тимлĕх çухални палăрать.

Эрнери кунсене тишкерсен çакă паллă. Аварисем кĕçнерни кунсенче, шăмат кунсенче нумай пулаççĕ. Тата çакна та каласа хăвармалла: çулсем çинчи хăрушсăрлăха çирĕплетесси пирки сахал мар саккун йышăнаççĕ, йĕркене тĕрĕслесси вăйланса пырать, правилăсене пăснăшăн явап тыттарассипе çирĕп йышăнусем тунă. Анчах та çул çине тухсан тимлĕхе çухататпăр. Пурин те çакна асра тытмалла: инкек сиксе ан тухтăр тесен правилăсене пăхăнмалла.

2011 çулта ÇÇХПИ ĕçченĕсем айăплисенчен 1211544 тенкĕлĕх штраф шыраса илмелли пирки йышăну тунă, 1037428 тенкĕ патшалăх хыснине хывнă, ку вăл 85,6 процентпа танлашать. Акă сентябрь уйăхĕнче кăна 122200 тенкĕ шыраса илнĕ.

Тăрăшаççĕ, вăй хураççĕ, хăйсен вăхăчĕсене шеллемеççĕ инспекторсем. Вĕсем çĕрĕн-кунĕн постра. Çул çинче çирĕп йĕрке пултăр тесе тăрăшаççĕ. «Сыхланакана Турă сыхлать» теççĕ ваттисем. Çавăнпа та çул çинче асăрханулăх пирки пĕр çеккунта та манас марччĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика