22 октября 2011 г.
Георгий Воробьев Кивĕ Сĕнтĕр ялĕнче çуралса ÿснĕ. Çемьере вăл тăхăр ачаран чи кĕçĕнни пулнă. Тăрăшуллă çамрăк шкулта лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пынă, спортра та малтисен ретĕнче пулнă. Унăн ашшĕ, Аслă Отечествăлла вăрçă участникĕ, ялта чи чаплă купăсçă шутланнă. «Манăн пичче те ăста вăйăçчĕ. Кĕвĕ калама пикенсен, эпĕ яланах юрă янăратнă. Юрăпа паянхи кун та туслă эпĕ»,— тет Георгий Иванович.
Каччă И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне 1985 çулта вĕренме кĕрет, алла хирург дипломне илет. Шупашкарти васкавлă пулăшу паракан больницăра ĕçлеме пикенет. Ун çинчен коллективра ырă ят çÿрет. Ахальтен мар ĕнтĕ пирĕн ентеш пĕр хутчен кăна мар Хисеп грамотисем илме тивĕçнĕ. Мăшăрĕпе шăкăл-шăкăл калаçса пурăнаççĕ, хĕрпе ывăл çитĕнтернĕ.
Г.Воробьев тăван яла амăшĕ патне час-часах килет, кил-çуртра пулăшать. Вăл килнине сиссенех ял-йыш тĕрлĕ сĕнÿ-канаш ыйтма ун патне васкать. Йывăр чирленисене хулари больницăсене вырнаçтарма тăрăшать. «Вăхăчĕ пуррипе çуккине пăхмасăрах çынна ăнланма тăрăшать. Ырă тума ÿркенмелле мар, ырă ырăпа таврăнать»— тет Георгий Иванович.
Источник: "Каçал Ен"