22 октября 2011 г.
Вăрçă.... Тупă сассипе, пульăсем шăхăрнипе асра сыхланса юлакан, пин-пин ним айăпсăр çынна пĕр шелсĕр пурнăçран уйăракан хаяр, хăрушă вăрçă. Мĕн чухлĕ çемьене куççуль, хуйхă-асап илсе килмен-ши вăл? Виç кĕтеслĕ çырусем вĕçнĕ те вĕçнĕ тăван ене, тăван яла, салтака чун ыратăвне пусарма пулăшнă.
Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи сарăхнă, хĕррисем кăшт çуркаланнă салтак çырăвĕ нумаях пулмасть алла лекрĕ. Ăна пирĕн ял çынни А.И.Зайцев ашшĕн шăллĕ патне Смоленск хулинчен янă. Вĕттĕн-вĕттĕн шăрçаланă çыру йĕркисене вуласа вун-вун çул каяллахи вăхăта таврăннăн туйăнчĕ.
Екатерина Феофановнăпа Исай Семенович Зайцевсем 4 ача пăхса çитĕнтернĕ. Андрей иккĕмĕш ывăл пулнă. Шкул хыççăн Патăрьелĕнчи педучилищĕрен вĕренсе тухнă, Татмăшри шкулта учительте ĕçлеме пуçланă. Нумай та вăхăт иртмен, ăна салтака илсе кайнă. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçлансан маттур салтак чи пĕрремĕшсен йышĕнче вăрçă вутне кĕнĕ, çапăçу хирĕнче тăшмана хирĕç атакăна ыткăннă. Сăмах май, Андрей Исаевич Йăлмахва ялĕнчи пĕрремĕш танкист пулнă. Кашни кун хăрушă ÿкерчĕк тухса тăнă куç умне: çĕр çуннă, тĕнче чĕтреннĕ, тупăпа тивертнĕ танксем ăшĕнче çынсем чĕрĕллех çуна-çуна кайнă.
1942 çулхи июлĕн 30-мĕшĕнче 188-мĕш танк бригади (çав бригадăра А.И.Зайцев пулнă) Ржев-Сычев тапăнуллă операцие хутшăннă. Пирĕн çар чаçĕсен епле пулсан та тăшманăн Мускав патне каймалли çулĕсене пÿлмелле пулнă. Çакна тăвас тесен нимĕçсене Ржев хысакĕ тĕлĕнчен çапса кăларма палăртнă. Августăн 23-мĕшĕччен тăсăлнă тапăну операцийĕ вĕçленнĕ çĕре Хĕрлĕ çар чаçĕсене 30—45 çухрăм малалла куçма, нимĕçсен Ржев патĕнчи плацдармне çĕмĕрме, «Центр» армин чи вăйлă ушкăнĕсене чарса тăратма май килнĕ. Тăшманăн танк дивизийĕсем уйрăмах пысăк çухату тÿснĕ, дивизисенчи 150—160 танкран 20—30-шар çеç юлнă.
Тăшманăн çеç мар, хамăр çар чаçĕсен те çухатăвĕсем пысăк пулнă. Пурĕ 300 пине яхăн çын вилнисен, аманнисен, хыпарсăр çухалнисен шутне кĕнĕ. Ку операци пуçланнă чухнехи пĕтĕмĕшле çын шучĕн 60 проценчĕпе танлашнă. Андрей Исаевич çак хаяр çапăçура сывă юлма пултарнă, телейлисен шутне кĕнĕ. Тепĕр çапăçу уншăн юлашки пуласса вăл, паллах, шутлама та пултарайман.
Августăн 24-мĕшĕнче пĕтĕм вăя пуçтарса Хĕрлĕ çарăн чаçĕсем çĕнĕрен атакăна ыткăннă, Ржев хулине штурмланă. Нумай куна пынă хаяр çапăçусем хыççăн Ржев хулине илме май килнĕ, анчах нумайлăха мар. Часах нимĕç çарĕсем вĕсене хуларан каялла хĕссе кăларнă. Пĕтĕмĕшле илсен, Ржев патĕнчи çапăçусенче пирĕн çарсем çĕршер пин çын, пин ытла танк çухатнă. Тĕрлĕ документсене тупса вуланă хыççăн А.И.Зайцев çак çапăçура пуçне хуни паллă пулчĕ. Ăна Зубцов хули çывă-хĕнчи тăванла масарта пытарнă.
Сăмах май, вĕсен çемйине хурлăхлă хыпар пĕрре çеç мар вĕçсе çитнĕ. Андрей Исаевичăн ашшĕ те, тетĕшĕ те хыпарсăр çухалнисен шутне кĕнĕ. Епле чăтнă хĕрарăм чĕри? Икĕ ывăлне, савнă мăшăрне çухатсан та малалла талпăнма пултарнă. Ăна чи çывăх çыннисене çухатса курнисем çеç ăнланĕç.
Чĕтрет алăра вăхăт чуппине чăтаймасăр сарăхнă салтак çырăвĕ. Унăн вĕçĕнче А.Зайцев хăй çырнă кĕске сăвă. Çĕр-шывшăн, тăвансемшĕн шутсăр тунсăхлани сăнланнă унта:
«Манăн пуç шухăшпа тулса ларчĕ,
Çулăмпа кăварланчĕ вĕри чĕре.
Шăпчăксем юрласа ларнă майăн
Ас илетĕп сире, Тимуш тете.
Шухăшсем çамрăк пуçра вăркăшнă чух
Ас илетĕп Тăван çĕр-шыва!
Кăшт çеç хуйхăпа пуçа уснă чух
Тытăнатăп çырма çырăва!»
П.Зайцев.
Источник: "Каçал Ен"