19 октября 2011 г.
Юлашки вăхăтра Чăваш Республикинче, маларах та пулнă-ха, сывă пурнăç йĕркине тата спортăн массăллă аталанăвне пропагандăласси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Халĕ физкультурăпа спорт комплексĕсем, çĕнĕ стадионсем, хуласенчи картишсенчи ача-пăчана вылямалли паянхи куна тивĕçтерекен площадкăсем хăйсем патне йыхравлаççĕ. Кăтартусем япăх мар. Çак тата ытти ыйтусемпе ЧР физкультура, спорт тата туризм министрĕпе А.А.Николаевпа калаçрăмăр.
— Анатолий Арсентьевич, иртнĕ çул пирĕн республикăри спортсменсем наградăсем чылай çĕнсе илчĕç. 2011 çулта пĕтĕмĕшле кăтартусене мĕнле хаклама пулать?
— Паянхи кун та ÿсĕмсем пур, малашне те, лайăххисем хыççăн шанчăк паракансем тăраççĕ. Вĕсем пĕлтерĕшлĕ ăмăртусенче çĕнтерÿ пьедесталĕ çине хăпарĕç, тесе шутлатăп. Чăваш спортсменĕсен çитĕнĕвĕнче темиçе çул физкультурăпа спорта аталантарас тĕлĕшпе, сывă пурнăç йĕркине тытса пырас енĕпе тĕллевлĕ ĕçленин тÿпи пур. Чăваш Енре спорта пысăк ăмăртусем ирттернипе татах та аталантарса пыратпăр. Паянхи кун республикăра спортăн 60 енĕпе занятисем иртеççĕ. Çакăн çинче çеç чарăнса тăмалла мар. Аякри ялсенче ачасене, вăйпитти çынсене спортпа туслашма майсем туса памалла.
— Спорт сооруженийĕсем тăвас енĕпе Чăваш Ен пилотлă регионсен шутне кĕрет. Федераллă тĕллевлĕ программăн пĕтĕмлетĕвĕсем мĕнле-ши?
— Федераллă, республика тата муниципаллă бюджетсен укçи-тенкипе республикăра 22 физкультурăпа спорт комплексĕ хута кайрĕ. Кунсăр пуçне икĕ стадион тунă. Тĕп хуламăрта спорта юратакансене çулталăк тăршшĕпех каток хăй патне йыхравлĕ. Çĕнĕ Шупашкарта 50 метрлă бассейн, юлан утçăсен комплексĕ хула çыннисемшĕн çеç мар, республикăра пурăнакан ытти çынсемшĕн те парне пулĕ.
— Республикăра спорт объекчĕсем нумай тăваççĕ-ха. Тĕп хуламăрта ку енĕпе лару-тăру еплере?;
— Республика ертÿçисем çакăн çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Шупашкарти «Олимпий-ский» стадионта 7,5 пин вырăнлă Пăр дворецĕ тăвас ĕç пуçланнă. Раççей спортпа туризм министерстви пулăшнипе Шупашкарта регионсем хушшинчи олимп вăййисене хатĕрлекен пысăк тăватă центр тума палăртнă. Унăн тĕллевĕ — приоритетлă çăмăл атлетикăна, маунтинбайка, ухăран перессине, биатлона, йĕлтĕр спортне аталантарасси. Вĕсенче кашнинчех спортсменсене хăнăхусем ирттермелли залсем пулĕç. Унта республикăри спорта юратакан кашни çынах сывлăхне çирĕплетме, ÿт-пĕвне аталантарма пултарĕ.
Ку çеç те мар: «Единая Россия» политика партийĕн программипе хулара тата виçĕ комплекс тумалла. Пурнăçламалли, плана кĕртнĕ ĕç нумай. Пирĕн тĕллев — халăха спортпа физкультура енне туртăнма хавхалантарасси.
— Эсир республика территорийĕнче иртнĕ пысăк спорт ăмăртăвĕсем пирки асăнтăр. Малашне пулĕç-и вĕсем?
— Паллах, вĕсен списокĕ çулсерен ÿссе пырать. Çакă спорт федерацийĕсемпе министерство килĕштерсе, ăнланса ĕçленинчен килет. 2011 çулта çеç Раççей шайĕнчи бадминтон, хĕвел тухăç кĕрешĕвĕсен, самбо, йывăр атлетика, спорт гимнастики, ухăран тĕл пересси енĕпе ăмăртусем иртрĕç. Чи пĕлтерĕшли — çăмăл атлетика енĕпе пулнă Раççей чемпионачĕ. Унта чăннипех те пĕтĕм «çăлтăрсем» хутшăнчĕç. Тупăшăва «Россия-2» канал та кăтартрĕ.
Кунсăр пуçне Чăваш Ен спортпа туризм министерстви Раççейри çăмăл атлетика федерацийĕ 2014 çулта çăмăл атлетика енĕпе командăсем хушшинче Европа чемпионачĕ, çурма марафон енĕпе Тĕнче чемпионачĕ ирттересси çинчен заявка тăратнă.
— Чăваш Енре туризм мĕнле шайра; Туризмăн хăш енĕсене малашне аталантарасшăн;
— Ку пирĕншĕн пĕлтерĕшлĕ. Вăл енĕпе çине тăрсах ĕçлетпĕр. Республикăра «Развитие туризма на 2011—2016 годы» тĕллевлĕ программа ĕçлеме пуçларĕ. Унпа килĕшÿллĕн 2017 çулта Чăваш Енре пур енĕпе те тивĕçтерекен пĕрлехи комплекс туса хумалла. Ку тĕллевпе республика бюджетĕнчен 117 миллион тенкĕ уйăрнă.
«Чувашия», «Волжанка», «Чувашия-курорт», «Солнечный берег», «Надежда», «Салампи» санаторисем пирки республика тулашĕнче пурăнакансем те пĕлеççĕ. Туристсем пирĕн республикăра çут çанталăкра чун каниччен канма, таса сывлăшпа сывлама май пуррине палăртаççĕ.
— Анатолий Арсентьевич, республика, район çыннисене мĕн суннă пулăттăр?
— Спорта юратăр. Вăл сирĕн пурнăçăрăн пĕр пайĕ пулса тăрĕ. Çакă сире сывлăхăра çирĕплетме, чир-чĕр мĕнне манма пулăшĕ. Хăвăра та кулленхи пурнăçăрта лайăхрах туйма пуçлăр. Пирĕн республика спортсменĕсем тĕнче, çĕршыв шайĕнче малашне те палăрасса шанас килет.
Источник: "Каçал Ен"