АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уй-хирте

19 октября 2011 г.

 

Кĕркунне çанталăк уяр тăнă вăхăтрах йĕпхĕвĕ те пĕрĕхет, юр та курăнма, каçсерен шăнтма та пултарать. Çакă, паллах, ял хуçалăх предприятийĕсене уй-хир культурисене пуçтарса кĕртессинче ура хурать. Уйрăм çынсем мĕн çитĕнтернине кăларса илнĕ пулсан, пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен ĕçе хăвăртлатмалла, кашни уяр сехетпе усă курмалла.

Октябрĕн 18-мĕшĕ тĕлне районĕпе çĕр улмин 1567 гектарне е лаптăкăн 78 процентне пуçтарса кĕртнĕ. Ĕçлемелли пур-ха, тата 447 гектар кăлармалла. Çанталăк пире кĕтмест. Хуçалăхсенче тăрăшакансемпе пĕрлех тĕрлĕ организацисенче, предприятисенче, учрежденисенче ĕçлекенсене çак ĕçе явăçтармалла. «Иккĕмĕш çăкăрăн» тухăçĕ хальлĕхе кашни гектар пуçне 167 центнерпа танлашать. Сутлăх вăтам хак — килограмĕ 6 тенкĕ. «Слава», «Искра», «Восход» , «Асаново», «Дубовка», «Сюрбеево», «Золотой колос» хуçалăхсем çĕрулмине кăларса пĕтернĕ. Çак кунсенче тата темиçе предприяти «иккĕмĕш çăкăр» уйĕсенчи ĕçсене вĕçлесшĕн.

Районĕпе 250 гектартан 115-шĕ çинчен пахча çимĕç пуçтарса кĕртнĕ. Тĕпрен илсен, хĕрлĕ кăшман тата кишĕр складсене кĕнĕ.

Çĕртме тăвасси малалла пырать. Хальлĕхе 7445 гектар е 50 процент кĕрхи çĕртме тунă.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика