АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ÿссен кам пуласси ачаранах паллă

15 октября 2011 г.

Пирĕн районта вĕренÿре пур предметсемпе те лайăх паллăсемпе кăна ĕлкĕрекен тата обществăлла ĕçсене хастар хутшăнакан çамрăк чылай. Вĕсенчен пĕри вăл – Ксения Гришина.

Хĕр ача Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнчи 5-мĕш «б» класра вĕренет. Тăрăшуллă Ксения пур предметпа та аван ĕлкĕрсе пырать. «Уйрăмах гуманитари предмечĕсемпе лайăх пĕлÿ кăтартать. Обществăлла ĕçсенчен те айккине пăрăнмасть. Ксюша пĕрле вĕренекен ачасене те пулăшать»,— терĕ ун пирки класс ертÿçи Наталья Сереброва.

Уроксем хыççăн К.Гришина районти ача-пăча искусство шкулне çÿреме те вăхăт тупать. Унта иккĕмĕш çул кăна вĕренет пулсан та, районта, Шупашкарта тата ытти хуласенче иртекен мероприятисене хутшăнса пултарулăхпа палăрчĕ. Акă пĕлтĕр районта ачасен фольклор ушкăнĕсем хушшинче иртнĕ «Карусель» конкурсра пĕччен юрласа пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Çавăн пекех «Кĕтне кĕввисем» эстрада юррисен фестивалĕнче те 14 çул тултарманнисен ÿсĕмĕнче малти вырăна тухрĕ.

Ача-пăча искусство шкулĕнче вĕрентекен Ираида Спиридонова та хĕр ачана мухтарĕ. «Сцена çинче хăйне чăн-чăн артист пек тытать. Кăçал март уйăхĕнче Космонавтика çулталăкне халалласа Канашра çамрăк юрăçсен фестиваль-конкурсĕ иртрĕ. Шăпах ăна артистизмшăн компетентлă жюри Диплом парса наградăларĕ»,— терĕ вăл. Сăмах май, çамрăк юрăç кăçал май уйăхĕнче Шупашкар тата Чăваш Ен епархийĕ ирттернĕ «Да святится имя твое» конкурса хутшăннă, Диплом илме тивĕç пулнă.

Ксения портфолио та пуçтарать, унта Хисеп грамотисемпе Дипломсем тирпейлĕн упранаççĕ.

«Чи пысăк çитĕнÿ вăл маншăн — иртнĕ кунсенче Раççейри ачасен пултарулăхĕн «Ылтăн кĕркунне» III фестиваль конкурсне хутшăнни. Унта эпĕ хамăн ÿсĕмрисем хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăнтăм»,— терĕ Ксения Диплом кăтартса. Хĕр ачаран ыйтмасăр чăтаймарăм: «Ÿссен кам пулма ĕмĕтленетĕн;» «Кам пулассине çирĕп калаймастăп. Кирек ăçта ĕçлесен те — юрлассине пăрахмастăп»,— терĕ кăштах тăхтанă хыççăн Ксения Гришина.

Ÿссен кам пуласси ачаран паллă, малашнехи çинчен ĕмĕтленекен пысăк çитĕнÿсем тăвĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика