АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Килĕр, калаçăр, пĕтĕмлетÿсем тăвăр

15 октября 2011 г.

Çар службинче тăман çамрăксем нихçан та хисепре пулман. Унтан каччăсем чăн-чăн ар çынсем пулса таврăнаççĕ.

Çул çитнĕ çамрăксем хăйсен ирĕкĕпех çар тивĕçне пурнăçласшăн. Çакна ырламалла анчах. 200 çамрăк çуркунне çар тумĕ тăхăнчĕ. Çĕр-шыва хÿтĕ-лес, патриотизм туйăмне ÿстерес тĕлĕшпе вĕсем пĕлтерĕшлĕ тĕслĕх параççĕ. Кăçалхи кĕркуннехи çар призывĕнче 78 çамрăка çара илмелле.

Раççей çарĕ контракт çине куçса пыни пуриншĕн те паллă ĕнтĕ. Юлашки çулсенче Елчĕк тата Комсомольски районĕсен çамрăкĕсем контрактпа çар службине каяççĕ. Отпуска килекенсем кăмăллă пулнине палăртаççĕ. Контрактпа службăра тăракансене унти условисем, çĕнĕлĕхсем килĕшеççĕ. Социаллă гарантисем пур, ĕç укçи те ăнăçлă вĕсен. Çавăн пекех тÿлевсĕр вĕренме те пултараççĕ.

Контрактпа службăра тăракансене хваттерпе те тивĕçтерĕç. Унта пурăннăшăн тÿлемелле пулмĕ.Контрактника 15 пинрен пуçласа ытларах та шалу параççĕ.

Раççей Федерацийĕн Оборона министерствин 1010 номерлĕ приказĕпе кашни кварталта пур çар чаçĕнче те 50 пин тенкĕрен пуçласа 70 пин тенкĕ таран преми параççĕ.

Çар çынни медицина пулăшăвне те тÿлевсĕр илĕ. Ăна тăрантарĕç, тумлантарĕç. Кунсăр пуçне вĕсем санаторипе курортра та тÿлевсĕрех сипленме пултарĕç. Отпуска каймалли тата килмелли билетшăн кĕсьерен укçа кăларса хумалла пулмĕ. Çемьепех канма кайма та пулать.

Контракта пирвайхи хут 3 çула çырма пулать. Çарта службăра тăма кăмăл тунисем тÿлевсĕр хваттер те илме пултараççĕ. Пĕрремĕш çул контрактпа çарта пулнисем ипотекăлла накопительнăй программăна лекеççĕ. Уншăн банка 5 çул хушши укçа-тенкĕ куçарса пыраççĕ. Асăннă вăхăт иртсен çын ăна илнĕ хыççăн Раççейĕн кирек хăш кĕтесĕнче те пурăнмалли çурт-йĕр туянма пултарать.

Хальхи вăхăтра тĕп (центральнăй) çар округĕ приоритетлă шутланать. Каччăсене Свердловск, Самар облаçĕсемпе Самар, Екатеринбург хулисенчи çар чаçĕсем кĕтеççĕ. Тинĕс-çар флочĕн, Сывлăш-çар вăйĕсен десанчĕн тата ытти çар вăйĕсенче йышăнаççĕ.

2011—2012 çулсенче контрактпа çарта службăра тăрас текенсен ЧР çар комиссариачĕн Комсомольски тата Елчĕк рай-онĕсенчи уйрăмне пымалла. Вăл Комсомольски ялĕнче вырнаçнă. Тĕплĕнрех ыйтса пĕлес текенсем 5-13-32 номерпе шăнкăравлама пултараççĕ.

Вăй-хал, сывлăх енчен çирĕп каччăсене контрактпа службăна тăма чĕнетпĕр. Сăмах май каласан, хĕрсем те çара каяççĕ.

Çамрăксем, килĕр, калаçăр, хăвăршăн кирлĕ пĕтĕмлетÿсем тăвăр!

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика