АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тата 5 çемье серификатлă пулчĕ

15 октября 2011 г.

Ача çут тĕнчене килни çемьене яланах савăнăç кÿрет. «Пĕр ача ача мар, икĕ ача — çур ача, виçĕ ача — пĕр ача» теççĕ халăхра. Патшалăх йышлă çемьесене пулăшу пама тытăннăран юлашки çулсенче пирĕн тăрăхра та çуратакансен йышĕ палăрмаллах ÿсрĕ. 2007 çултан пуçласа Раççей Пенси фончĕ иккĕмĕш е ун хыççăнхи ача çут тĕнчене килсен амăшĕн капиталне парать. Çак программа ĕçлеме пуçланăранпа ăна пирĕн районти 844 çемьене панă. Октябрĕн 14-мĕшĕнче вара РФ Пенси фончĕн районти управленийĕнче çамрăк 5 амăшне савăнăçлă лару-тăрура патшалăх сертификачĕсем пачĕç. Çак уява килнисене район пуçлăхĕ Евгений Карпеев, район администраци пуçлăхĕ Геннадий Волков, Пенси фончĕн районти управленийĕн начальникĕ Сергей Горбунов ăшшăн саламларĕç, пепкисене сывлăхлă çитĕнтерме ăнăçу сунчĕç. Савăнăçлă лару-тăрура Наталья Толстова, Гельнара Хаертдинова, Оксана Федорова, Ольга Григорьева тата Светлана Шакмакова патшалăх сертификачĕсене илчĕç. Телейлĕ çемьесен савăнăçне пĕрле пайлама хĕрарăмсен ĕç вырăнĕсенчен те килнĕ. Налук службин, райпон, кадастр палатин, Аслă Чурачăк вăтам шкулĕн, «Лейсан» ООО представителĕсем вĕсене ырлăх-сывлăхпа телей сунчĕç, парнесем пачĕç. Пенси фончĕн ĕçченĕсем вара юрă парнелерĕç.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика