АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Преступленисен шучĕ чакнă

12 октября 2011 г.

Октябрĕн 7-мĕшĕнче Комсомольски тата Елчĕк районĕсенчи шалти ĕçсен пайĕн ĕçченĕсем 9 уйăхра тунă ĕçсене пĕтĕмлетрĕç. Ăна ирттерме Чăваш Республикин шалти ĕçсен министрĕ, полици полковникĕ Сергей Семенов килсе çитрĕ.

Тĕл пулăва Комсомольски район администрацийĕн пуçлăхĕ Геннадий Волков, Елчĕк район администраци пуçлăхĕн çумĕ Леонард Левый, икĕ районăн прокурорĕсем Валерий Гришинпа Василий Николаев, районти шалти ĕçсен пайĕн ветеранĕсен совечĕн председателĕ Петр Лапшин тата ыттисем те хутшăнчĕç.

Чи малтанах пухăннисем умĕнче Раççейри Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» пай начальникĕ, полици подполковникĕ Г.Н.Кокшин доклад турĕ.

Икĕ районти пакунлă çынсем 2011 çулта профилактикăлла мероприятисем тивĕçлĕ шайра ирттернипе пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан преступленисен шучĕ чакнă (2010 — 265, 2011 — 240). Уйрăммăн илсен, район территорийĕнче те преступленисен шучĕ пĕлтĕрхипе танлаштарсан 2,8 процент сахалтарах.

«Полици ĕçченĕсем кăçал япăх мар ĕçленĕ. Акă çын пурлăхне чĕртсе яни, хĕнесе ăна туртса илни, автомототранспорт вăрлани пулман. Хулиганла ĕç тунине те шута илмен. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан ÿсĕрле преступленисем тăвасси ÿснĕ (пĕлтĕр — 52, кăçал — 53). Экономика сферинче тунă преступленисене уçса парассине вăйлатмалла, мĕншĕн тесен пĕлтĕрхипе танлаштарсан вĕсен шучĕ 52-рен 47-е юлнă. 2010 çулта çакăн пек преступленисене уçса парса 26-шне суда янă, 2011 çулхи 9 уйăхра ку кăтарту 23-пе танлашать»,— терĕ Геннадий Николаевич хăйĕн докладĕнче. Вăл ытти кăтартусем çинче те тĕплĕн чарăнса тăчĕ, çулсем çинчи хăрушсăрлăх пирки те манмарĕ. «Çынсем вилессине, суранланассине май пур таран чакармалла. Çул-йĕр правилисене сĕмсĕррĕн пăсакан водительсем тĕлĕшпе нимле каçару пулмалла мар. Пĕлтĕр пакунлă çынсем 2 авари тунă, кăçал вара вĕсен шучĕ 1-пе танлашать. Сотрудниксене те асăрхаттаратăп: енчен те правасăр е эрех ĕçсе руль умне лартăр пулсан — çав кунах ĕçрен тухса каяс пирки заявлени пама пултаратăр»,— терĕ Г.Н.Кокшин.

Çавăн пекех пуçтарăннисем умĕнче икĕ район полици начальникĕсем Алексей Ефремовпа Владимир Волков, муниципаллă пай начальникĕн çумĕ Михаил Фролов тата ыттисем те сăмах тухса каларĕç. «Паянхи кун икĕ районпа 98 сотрудник тимлет. Вĕсенчен 71-шĕ — вăтам тата аслă начальство составĕ. Виçĕ ваканси пур, çывăх кунсенче тивĕçлĕ çынсем çак должноçсене йышăнĕç»,— терĕ Михаил Васильевич.

ЧР шалти ĕçсен министрĕ полици ĕçченĕсем умне малашнехи тĕллевсене, экстремизмпа терроризм ыйтăвĕсем районсенче кăтартуллă мар пулин те, çак тĕлĕшпе тимлĕ пулмаллине палăртрĕ. «Докладсенче процентсемпе калаçмалла мар, ĕç тухăçлăхĕ тĕп вырăнта пулмалла. Чи кирлĕ кăтарту вăл — сире халăх шанни. Иртнĕ кунсенче Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерстви çумĕнче Обществăлла совет ĕçлеме пикенчĕ. Çак советра тăракан кирек хăш вăхăтра, кирек мĕнле муниципаллă пайăн çуртне кĕрсе тĕрĕслев ирттерме пултарать»,— терĕ полици полковникĕ.

Наркотикпа, хĕç-пăшалпа çыхăннă преступленисене тупса палăртасси çинче те чарăнса тăчĕ Сергей Евстафьевич.

Юлашкинчен районти шалти ĕçсен пайĕн ветеранĕсен совечĕн председателĕ Петр Лапшин сăмах илчĕ. «Районта ветерансем тата пенсионерсем 44-ăн. Вĕсен вăтам ÿсĕмĕ 48—50 çулпа танлашать. Тивĕçлĕ канăва тухнă сотрудниксен тĕрлĕ рейдсенче, операцисенче пулăшма май пур. Эпир, пенсионерсем, сирĕнпе тачă çыхăну тытсан пĕрле преступноçа чакарма пултарăпăр»,— терĕ Петр Васильевич.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика