АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уй-хирте

12 октября 2011 г.

Йĕпе-сапаллă çанталăк районти ял хуçалăх предприятийĕсенче уй-хир ĕçĕсене вĕçлеме чăрмантарать. Апла пулсан та ĕçсем чарăнмаççĕ. «Иккĕмĕш çăкăр» пуçтарнă çĕре хуçалăх ĕçченĕсемпе пĕрлех шкул ачисене, тĕрлĕ учрежденисенче, организацисенче вăй хуракансене те явăçтараççĕ.

Октябрĕн 11-мĕшĕ тĕлне 1232 гектар çинчен, лартнă «иккĕмĕш çăкăрăн» 61 процентне пуçтарса илнĕ. Хальхи вăхăт тĕлне çакă çителĕксĕр. Кĕтмен çĕртенех çумăрсем те, каçсерен тăм ÿкни те, сивĕсем те пулма пултараççĕ. Çавăнпа та мĕн лартнине пуçтарса илесчĕ.

«Слава», «Восток», «Асаново» ял хуçалăх предприятийĕсем çĕр улмине пĕтĕмпех пуçтарса кĕртнĕ. Ытти хăш-пĕр хуçалăхсем те ку ĕçе вĕçлесе пыраççĕ.

Районĕпе пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем 250 гектар пахча çимĕç çитĕнтернĕ. Унăн 37 процентне çеç пуçтарса кĕртнĕ. Уйра тĕпрен илсен кишĕр тата хĕрлĕ чĕкĕнтĕр юлнă.

Кĕрхи çĕртме тăвасси те çанталăка пула вăраххăн пырать. Хальлĕхе 6091 гектар çеç сухаланă. Ку планпа пăхнин 43 проценчĕ пулать. Çĕр улми, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр кăларнипе пĕрлех, çак ĕçе те хăвăртлатмалла.

4299 гектар кĕр тыррисем акнă. Ку ĕçе вĕçленĕ. Вĕсенчен лайăх тухăç кĕтетпĕр.

Çанталăк пăсăлса кайиччен хуçалăхсенче уй-хир ĕçĕсене вĕçлес енĕпе кирлĕ мерăсем йышăнасчĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика