АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăй-хал ан иксĕлтĕр

12 октября 2011 г.

«Выльăх-чĕрлĕх тытать, анкартинче тĕрлĕ çимĕç çитĕнтерет. Хуçалăхĕ те çирĕп. Çав вăхăтрах ĕçе çÿреме те вăхăт тупать. Мĕнле ĕлкĕрет-ши?» —тесе тĕлĕннĕ кÿршисемпе паллакан çыннисем, ĕçтешĕсем. Сăмах Хирти Выçли ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Комсомольскинче пурăнакан Николай Карлович Тихонов çинчен пырать. Мăшăрĕ чире пула вăхăтсăр çĕре кĕрсен пĕчĕк ачасемпе тăрса юлнă вăл. Ывăлĕ улттăра, хĕрĕ вара тăватă çулта çеç пулнă. Вĕсене пĕччен пăхса ÿстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Çăмăл пулман, çапах та пуç усман ар çын. Йывăрлăхсене парăнтарса пынă. Пĕр пĕччен, яваплăха туйса хуçалăха тытса пыракан, ачасене тĕрĕс-тĕкел ÿстерекен ашшĕсем районта сахал пулĕ.

Николай Карлович районти ветлечебницăра 38 çул тăрăшать. Тĕрлĕ автомашинăсемпе ĕçлеме тÿр килнĕ ăна. Кирек ăçта та хăйне лайăх енчен çеç кăтартнă. Транспорт хатĕрĕ яланах рейса тухма хатĕр пулнă. «УАЗ, ГАЗ-52 автомашинăсемпе тăрăшрăм. Халĕ дезинфекци установки вырнаçтарнă автомобильпе вăй хуратăп. Ял хуçалăх предприятийĕсенчи фермăсен витисене, тырă хумалли кĕлечĕсене дезинфекци тăватпăр»,— тет Николай Карлович. Н.Тихонов районта çитмен ферма юлман пулĕ.

Ун пирки сăмах пуçарсан ветеринарире нумай çул тăрăшнă Э.Ильязов, В.Чертынов тата пĕрле ĕçленĕ ытти специалистсем, «Выльăх-чĕрлĕх чирĕсене хирĕç кĕрешекен станци» патшалăх учрежденийĕн начальникĕ Р.Велимухаметов та ырăпа çеç асăнчĕç.

Вăл тĕрлĕ шайри организацисенчен пĕр хутчен мар Хисеп грамотисене, хаклă парнесене тивĕçнĕ. Ĕçне кура хисепĕ теççĕ. Чăннипех те тивĕçлĕ вăл ăна.

«Ывăлăм — Мускавра, хĕрĕм — Шупашкарта, вăл мăшăрлă. Мăнукăмпа савăнатăп»,— кăмăллăн калаçать кукаçи, Николай Карлович. Çак кунсенче 60 çул тултарать пулин те унра вăй-хал тапса тăрать. Малашне те пурнăçĕ ăнса пытăр, вăй-хал ан иксĕлтĕр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика