08 октября 2011 г.
Çак кунсенче Маргарита Кузьминичнăпа Владимир Иванович Бормотинсем пĕр çемье çавăрнăранпа 50 çул çитнине уявлама кĕрекене лараççĕ. Вĕсен çемйинче яланах ăнланулăх, килĕшÿ тата юрату хуçаланнă. Туслă мăшăр икĕ ывăл çуратса ÿстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă.
Маргаритăпа Владимир Кĕçĕн Каçал ялĕн клубĕнче ташă каçĕнче паллашнă. Ун хыççăн вĕсем хушшинче юрату çуралнă. Иккĕшĕ те ĕçчен те тăрăшуллă, ĕçе мĕн пĕчĕкренех хăнăхнăскерсем, тивĕçлĕ канура пулсан та, алă усса лармаççĕ. Маргарита Кузьминичнăпа Владимир Иванович хурт-хăмăр пăхма юратаççĕ. Ĕçчен мăшăр кÿршĕ-аршăшăн кăна мар, ял-йышшăн та ырă тĕслĕх вырăнĕнче.
Источник: "Каçал Ен"