08 октября 2011 г.
Кăçалхи кĕркунне хăйне евĕрлĕхпе уйрăлса тăрать. Çумăр та çукалать, каçсерен сивĕтет те. Нумай çул ÿсекен курăксем çинче, садсенче, кĕр тыррисем акнă лаптăксенче шăшисем йышланни пăшăрхантарать. Вĕсем уй-хир культурисене палăрмаллах сиен кÿреççĕ.
Кăшлакан чĕр чунсене хирĕç вăхăтра кĕрешни паха. Уй-хир культурисене сăтăр тунипе пĕрлех çынсемшĕн хăрушă инфекциллĕ чирсем те сарма пултараççĕ. Вĕсем кирек мĕнле апат-çимĕçе те тиркемеççĕ. Хăйсем хыççăн çын организмĕшĕн хăрушă япаласем хăварма пултараççĕ. Енчен те шăшисене курсан пĕр тăхтаса тăмасăр пĕтерме тăрăшмалла. Мĕншĕн тесен вĕсем хăвăрт аталанса сарăлаççĕ.
Шăшисемпе кĕрешмелли чи ăнăçлă меслет — наркăмăшланă илĕртмĕш. Анчах та унпа усă курнă чухне те тимлĕ пулмалла. Çынсене, выльăх-чĕрлĕхе вĕсем сиен ан кÿччĕр. Ку тĕлĕшпе ЧР «Россельхозцентр» ФПУн районти филиалĕн специалисчĕсем кирлĕ канашсемпе, препаратсемпе пулăшма пултарĕç. Пирĕнпе çыхăну тытса ĕçлени сирĕншĕн усăллă пулĕ. Тĕплĕнрех «Россельхозцентр» ФПУн районсенчи филиалĕсенче тата сайтсенчен пĕлме пулать.
Сирĕн территорисенче сиен кÿрекен кăшлакан чĕр чунсем (шăши, йĕке хÿре) ан ĕрчеччĕр тесен пирĕнпе çыхăну тытмалла, вăхăтра кирлĕ мерăсем йышăнмалла. Сирĕншĕн çакă усăллă пулĕ.
Источник: "Каçал Ен"