АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăкăр пĕçерекен яланах пархатарлă профессисен шутĕнче пулнă

08 октября 2011 г.

Комсомольскинче пурăнакан Клавдия Степановна Иванова Йĕпреçре çуралнă. Хресчен çемйинче ÿснĕскер, мĕн пĕчĕкренех ĕçе хăнăхнă. «Çемьере 7 ачаран эпĕ виççĕмĕшĕ пулнă. Поселокра 7 класс пĕтернĕ хыççăн каçхи шкулта вăтам пĕлÿ илтĕм. Ун хыççăн вара Йĕпреçри апат-çимĕç комбинатĕнче ĕçлеме пикентĕм. Пĕрремĕш ĕç кунне паянхи пекех ас тăватăп»,— пуçларĕ аса илÿ çăмхине кустарма Клавдия Степановна.

Ĕçчен хĕр 1953 çулта Алексей Ивановпа паллашса пĕр çемье çавăрнă. «Мăшăрăм районти шалти ĕçсен пайĕнче тăрăшатчĕ. Техника та çителĕклĕ пулман. Районти ялсене лаша кÿлсе çÿренĕ. Тем те тÿсме тивнĕ»,— терĕ вăл малалла калаçăва тăсса.

Ивановсен çемйи 1958 çулта Куславкка районне куçать. Çичĕ çултан пурăнма каялла Йĕпреçе килеççĕ. Клавдия Иванова унта вара хăй ĕçленĕ вырăнах вырнаçать.

«Пакунлă çын çемйи яланах арча çинче ларнă. Кирек хăш вăхăтра та ют вырăна яма пултарнă. Эпир те 1966 çулта Комсомольскине куçса килтĕмĕр. Мăшăра, Алексей Митрофановича, районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕн тилхепине шанса пачĕç. Вунă çула яхăн çав пархатарлă ĕçре тăрăшрĕ вăл. Тивĕçлĕ канăва та çак должноçранах тухрĕ»,— терĕ Клавдия Степановна.

К.С.Иванова райцентрти çăкăр пĕçерекен завода ĕçлеме вырнаçать. Малтан ăна бригадира лартаççĕ, каярахпа вара производство заведующийĕнче чылай çул ĕçлет.

«Пирĕн вăхăтра çăнăха та Канашри элеватортан турттарнă. Ир-ирех кузовлă автомашинăпа хулана çитсе черет йышăннă. Чустана, паянхи пек, автомат çăрман, пысăк чансенче алăсемпех тăрмашнă. Каярахпа вара çăкăр кăна мар, пĕремĕк, батон та пĕçерме пикентĕмĕр»,— аса илчĕ хĕрарăм.

Клавдия Степановна пенсие тухсан та ĕçленĕ, çамрăксене çак пархатарлă ĕçе хăнăхтарнă. Опытлă çын патне чылайăшĕ сĕнÿ-канаш ыйтма пынă.

«1970—80-мĕш çулсенче районта çăкăр завочĕсĕр пуçне тата виçĕ пекарня пулнă: Хырхĕрринче, Асанкассинче тата Йÿç Шăхалĕнче. Ытти çĕртен района çăкăр турттарман. Халăхăн килте пĕçерме çăнăхĕ те çителĕклĕ пулман. Çавăнпа та эпир вăл вăхăтра каçхи сменăсемпе те ĕçленĕ, çынсене çăкăрпа тивĕçтерме тăрăшнă»,— йывăр вăхăта куç умне тепĕр хут кăларчĕ Клавдия Степановна.

Ивановсем 3 ача çуратса ÿстернĕ. Шел пулин те, Алексей Митрофанович чире пула ир çĕре кĕнĕ. Паянхи кун ветеран мăнукĕн çемйипе пурăнать. Ăна 7 мăнукĕ тата мăнукĕсен 3 ачи савăнтараççĕ.

«Ĕмĕре çăкăр пĕçерсе ирттертĕм. Пархатарлă ĕçре тимлени мана халĕ те вăй парать»,—шÿтлерĕ Клавдия Степановна.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика