АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăмри сăнар

05 октября 2011 г.

 

Пĕрремĕш учителе Галина Филипповна Медведевăна халалласа.

Çавра çил пек ачалăхăм иртрĕ,

Шухă вăхăт пĕр шелсĕр шăвать.

Асăмрах-ха пĕрремĕш учитель,

Йăл кулса ман ума вăл тухать.

Шăнкăрав уçă саслăн чĕнсессĕн,

Ак учитель васкать класалла.

Çутăлать таврара вăл кĕрсессĕн,

Йăл кулли ăшăтать чунăма.

Караппа ыткăнатпăр хăюллăн,

Шавлă, шухă пĕлÿ тинĕсне.

Хыçала вăркăнса çук эс юлмăн,

Пирĕнпех-ха учитель ишет.

Тав тума, тен, сăмахăм та çитмĕ,

Пуç таятăп чунтан сан умра.

Ман юратнă пĕрремĕш учитель,

Сан умра яланах парăмра.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика