АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕсенчен тĕслĕх илме май пур

05 октября 2011 г.

 

Ачасемпе ĕçлеме пĕрре те çăмăл мар. Пĕлÿ пухни çеç çителĕксĕр, вĕсене юратмалла, ăнланма пĕлмелле, психолог пулмалла. Пирĕн районта çавăн пек вĕрентекенсем сахал мар ĕçленĕ, халĕ те тăрăшаççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ вĕсем вĕренекенсен тав сăмахне илтеççĕ. Патшалăх та учительсен ĕçне хаклама тăрăшать. Пултаруллисене правительство наградисем, хисеплĕ ятсем парать.

Районти шкулсенче тĕрлĕ вăхăтра ĕçленĕ вĕрентекенсем «Пĕтĕмĕшле вĕренĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ», «Чăваш АССР, РСФСР, Халăх вĕренĕвĕн отличникĕ»... хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ. Вĕсене пурне те асăнса пĕтереймĕн.

Эпĕ ку статьяра «Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учителĕ» тата «РСФСР тава тивĕçлĕ учителĕ» ятсем илнĕ вĕрентекенсен ячĕсене уйрăммăн палăртасшăн. Вĕсем пурте пирĕн районти вĕренÿ учрежденийĕсенче ĕçленĕ.

Вĕсем: Клавдия Петровна Абукина (Кивĕ Сĕнтĕр), Нина Григорьевна Архипова (Асанкасси), Нина Степановна Браницына (Кĕçĕн Каçал), Зоя Маркеловна Быкова (Комсомольски), Елена Флегентовна Васильева (Çĕнĕ Кипеç), Алексей Федорович Волков (Нĕркеç), Валерий Федорович Волков (Александровка), Нина Яковлевна Зайцева (Хырай Ĕнел), Григорий Константинович Константинов (Комсомольски), Николай Дмитриевич Краснов (Хырай Ĕнел), Агриппина Матвеевна Матвеева (Кĕçĕн Çĕрпÿел), Галия Габбасовна Мингалеева (Тукай Мишер), Николай Федорович Мурзаев (Тăманлă Выçли), Николай Дмитриевич Петров (Анат Ти-мĕрчкасси), Галина Петровна Петрова (Александровка), Геннадий Николаевич Петухов (Асанкасси), Варвара Константиновна Печникова (Тукай), Рашид Рахимзянович Саткин (Урмаел), Хоррия Вильдановна Сахрова (Урмаел), Альбина Григорьевна Терентьева (Кĕçĕн Каçал), Любовь Васильевна Удина (Комсомольски), Николай Иванович Чумаков (Асанкасси), Александр Петрович Шатилов (Хирти Сĕнтĕр), Минач Ямалетдинович Ямалетдинов (Тукай Мишер), Иван Евгеньевич Евгеньев (Çĕнĕ Кипеç), Валентина Петровна Корытникова (Шурут) «РСФСР тава тивĕçлĕ учителĕ» хисеплĕ ят çĕнсе илнĕ.

Районта çуралса ÿснĕ, тĕрлĕ районсенче, хуласенче, облаçсенче ачасене тарăн пĕлÿ парса чыс-хисепе тивĕçнисем те чылайăн. Эпир чăннипех те вĕсемпе мухтанма пултаратпăр.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика