05 октября 2011 г.
Татьяна Лапшина Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче ĕçлет. Вăл пуçламăш классенчи ачасене пĕлÿ парать.
Ĕçне чунтан парăннă педагог вĕренекенсемпе кăна мар, вĕсен ашшĕ-амăшĕпе те çирĕп çыхăну тытать. Тăрăшуллă учитель кашни ачан хăйне май кăмăлне, пултарулăхне курма тăрăшать.
Т.Лапшина Комсомольскинче педагогсен çемйинче çуралса ÿснĕ. Вăл династие тăсакан тесен те йăнăш мар. Амăшĕ, Лидия Ивановна, чылай çул ача-пăча садĕнче воспитательте тăрăшнă. Татьяна Геннадьевнăн кукашшĕ, Иван Севастьянович, чылай çул учительте, каярахпа шкул директорĕнче ĕçленĕ. Ÿссен Таня учитель пулма тĕллев лартнă.
«Педагог ĕçĕ икĕ енлĕ — лайăх пĕлÿ тата тĕрĕс воспитани парасси. Пирĕн ĕçре тем те пулма пултарать. Сăмахран, ачана йывăррине чунпа туйса кирлĕ вăхăтра ăшă сăмахпа пулăшмалла, хавхалантармалла»,— тет Татьяна Геннадьевна.
25 çул вĕренÿ тытăмĕнче ĕçлекен учитель кăçал 2-мĕш «б» классене вĕрентет. Унăн класĕнче паянхи кун 27 ача пĕлÿ пухать. Район центрĕнчисемсĕр пуçне ытти ялсенчен те кунта çÿреççĕ. Шкул автобусĕ Урмаелĕнчен, Александровкăран тата Çĕнĕ Каçалтан кашни ир ачасене кайса илет, уроксем хыççăн ăсатать.
«Тăван анне пекех вăл пирĕншĕн»,— теççĕ вĕренекенсем Татьяна Лапшина педагог пирки.
Светлана Игонина вара çак шкулта 3-мĕш «б» класри ачасене пĕлÿ парать. Вăл малтан вожатăйра çак шкултах тăрăшнă.
Пултаруллă педагогсем коллективра тăрăшулăхĕпе хисепе тивĕçнĕ. Вĕсене вĕренекенсем те, ашшĕ-амăшĕ те хисеплеççĕ, сĕнÿ-канаш ыйтаççĕ.
Татьяна Геннадьевнăпа Светлана Геннадьевна, аслă пĕлÿллĕскерсем, уроксенче çĕнĕ технологисемпе усă кураççĕ, тăтăшах презентацисем хатĕрлеççĕ.
«Çĕнĕ меслетсемпе урок ирттерме çăмăлах теме çук. Мĕнпе усă курассине палăртса нумай ĕçлемелле, чылай хатĕрленмелле, урăхла каласан çителĕклех тар юхтармалла»,— терĕ С.Игонина.
Калаçăва малалла Т.Лапшина тăсрĕ. «Паллах, парта хушшине ларичченех вулама, çырма, шутлама пĕлекен ачашăн кăна 1-мĕш класс программи — шăл çемми. Ахальтен мар ăна шкула йышăничченех ятарлă тест витĕр кăлараççĕ»,— терĕ опытлă педагог.
Источник: "Каçал Ен"