АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрремĕш учитель

05 октября 2011 г.

 

Пĕрремĕш учитель... Кашни ачана алăран çавăтса пĕлÿ тĕнчине илсе кĕрекен, унти нумай-нумай интереслĕ япалапа, ачашăн нихçан курман-илтмен çĕнĕлĕхсемпе паллаштаракан çын. Пĕрремĕш вĕрентекенĕн тивĕçĕ — кашни ачан шалти тĕнчине ăнланса, шухăш-кăмăлне сиссе çĕнĕ пурнăçа алăк уçса парасси, тĕрĕс çул кăтартасси.

Манăн пĕрремĕш вĕрентекен, Анна Васильевна Кокшина, лăпкăлăхĕпе, çынна итлеме тата ăнланма пĕлнипе, çепĕç чĕлхипе асра ĕмĕрлĕхе сыхланса юлнă. 1969 çулта пĕрремĕш хут шкул алăкне уçса кĕнине, хăюсăррăн стена çумĕнче учитель мĕн каласса кĕтсе тăнине халĕ те ас тăватăп. Пит вăтанчăкчĕ эпĕ ун чух, çынна сăмах хушса калама та хăраттăм. Кунта нумай çын хушшинче пушшех те çухалса кайрăм. Анна Васильевна манран ята, хушамата кăмăллăн ыйтса пĕлчĕ, парта хушшине вырнаçтарса лартрĕ. Çапла пуçланчĕ манăн шкулти пĕрремĕш кун, аслă пĕлÿ тĕнчине илсе кĕрекен çул пуçламăшĕ.

Чистописани урокне кăмăллаттăмччĕ. Пĕррехинче «иккĕ» лартса панине те питĕ лайăх астăватăп. Чернилпа тирпейсĕррĕн усă курса тетраде вараласа пĕтернĕшĕн лартнăччĕ ăна. Çав тери намăс пулнăччĕ ун чухне Анна Васильевна умĕнче. 3-мĕш класра вара пире Александр Ильич Афанасьев вĕрентме пуçларĕ. Юратнă учительтен уйрăлма тиврĕ.

30 çул ытла ĕçленĕ Анна Васильевна шкулта, 30 çул ытла ачасенчен ăслă, çĕр-шыва кирлĕ çынсем тăвассишĕн çуннă. Вĕренекенĕсенчен 7 çын унăн çулне суйлани, учитель профессине килĕштерни пултаруллă вĕрентекене тата та хастартарах, чунне парса ĕçлеме хавхалантарнă. Пирĕн класри 20 ачаран улттăшĕ аслă пĕлÿ илсе лайăх çĕре ĕçлеме вырнаçни те ăна, паллах, савăнтарнă.

Халĕ Анна Васильевна тивĕçлĕ канура пулсан та ăна вĕренекенĕсем манмаççĕ, уявсенче шăнкăравласа саламлаççĕ, курма килеççĕ, парнесемпе савăнтараççĕ. Учительсен пĕр кунĕ те хăй вĕрентнĕ ачасен саламĕсĕр, парнесĕр иртмест. Кашни тĕл пулурах пĕрле вĕренекенсемпе Анна Васильевнăна ыр сăмахпа аса илетпĕр, пулса иртнĕ кулăшла самантсене пĕр-пĕрне каласа парса ачалăхри хаваслă вăхăта таврăнатпăр.

Аякрах мар пурăннă май час-часах юратнă вĕрентекен патне кĕрсе тухатăп, пурнăçра сиксе тухакан кăткăс самантсенче унран канаш ыйтатăп.

Пĕлÿ тĕнчинче пĕрремĕш утăмсем тума пулăшнăшăн, чунтан ăнланма тăрăшнăшăн, яланах сĕнÿ-канаш пама хатĕр пулнишĕн Анна Васильевнăна çĕре çити пуç таятăп.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика