05 октября 2011 г.
«Каçал ен» хаçат призĕсене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетика енĕпе эстафета йĕркелесси районта йăлана кĕнĕ. Кăçал вăл октябрĕн 2-мĕшĕнче иртрĕ. Унпа çуллахи спорт сезонĕ хупăнчĕ.
Комсомольски ялĕн çывăхĕнчи вăрман хĕрринче иртнĕ эстафетăлла тупăшăва 200 ытла çăмăл атлет хутшăнчĕ. Спортсменсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Геннадий Волков, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Газпром межрегионгаз Чебоксары» ООО генеральнăй директорĕ Кияметдин Мифтахутдинов, «Каçал ен» район хаçачĕн тĕп редакторĕ Любовь Шуряшкина, районти «Кĕтне» ДЮСШ физкультурăпа спорт комплексĕн директорĕ Евгений Тихонов саламларĕç, тупăшусенче ăнăçусем сунчĕç.
Ăмăртусем тăватă ушкăнпа иртрĕç. Тĕп тата вăтам пĕлÿ паракан шкулсен, предприятисен, организацисен, учрежденисен, ветерансен командисем старта тăчĕç.
Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсен командисем хушшинче хиртиявăшсем пĕрремĕшсем пулчĕç, чĕчкенсемпе александровкăсем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç.
Вăтам шкулсенчи тăххăрмĕш классенче вĕренекенсем хушшинче Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнчи спортсменсене çитекенсем пулмарĕç.
Аслăчурачăксем вăтам шкулсен ушкăнĕнче ăмăртса мала тухрĕç. Нĕркеç вăтам шкулĕн команди финиша иккĕмĕш çитрĕ, Çĕнĕ Мăрат команди виççĕмĕш пулчĕ. Предприятисем, организацисем тата учрежденисем хушшинче те хĕрÿ кĕрешÿ иртрĕ. Кăçал ку ушкăнра командăсем йышлăрах хутшăнчĕç. Александровка ял поселенийĕнчен килнĕ спортсменсем пĕрремĕш вырăна алăран вĕçертмерĕç. «Россельхозбанкăн» Комсомольскинчи хушма офисĕн команди дистанцие иккĕмĕш вĕçлерĕ. Виççĕмĕш вырăна Хирти Сĕнтĕр ял поселенийĕнчен килнĕ спортсменсем йышăнчĕç.
Кăçал пуçласа ветерансен командисен ушкăнĕнче ăмăртусем йĕркеленĕ. Шел пулин те, районти тĕп больницăн команди çеç дистанцие тухрĕ. Унта вĕсем япăх мар результатсем кăтартрĕç.
Кашни ушкăнра пĕрремĕш вырăна тухнă командăна Хисеп грамоти, куçса çÿрекен кубок тата 2012 çулхи 1-мĕш çур çулта илсе тăма район хаçатне çырăнса панă.
Иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăнсене йышăннă командăсем парнесене тата Хисеп грамотисене тивĕçрĕç.
Сывă пурнăç йĕрки пирки калаçатпăр пулин те, хăш-пĕр шкулсем, предприяти-организацисем тата учрежденисем командăсем ăмăртăва тăратманни тĕлĕнтерет. Çанталăкĕ вăл кун çумăрлă пулчĕ пулсан та спорта юратакансен кăмăлне пăсмарĕ тесе шутлатпăр.
Источник: "Каçал Ен"