01 октября 2011 г.
Мĕнле пурăнатăн, кинемей,
Аван-и пурнăçу?
Çумрах-и савăнăç, телей,
Ăш пиллĕх, ăнăçу?
Кашни çыннăн хăйĕн шăпи. Кам ĕмĕре юратнă мăшăр çу-мĕнче ачисемпе, мăнукĕсемпе киленсе ирттерет, кам ватлăхра пĕр-пĕччен тăрса юлса уйри пĕччен йывăç пек вĕрекен çилпе авăна-авăна малалла пурнăçне тăсать.
Çук, пĕр-пĕччен мар 82 çулхи Лидия Степановна Ефимова, пур унăн тăванĕсем. Çапах та ватлăхри кунĕсене Хирти Мăнтăр ялĕнчи Ваттисен çуртĕнче ирттерет. 4-мĕш çул пурăнать ĕнтĕ вăл кунта, ÿпкелешмест, питĕ килĕшни çинчен пĕлтерет. Юратнă упăшки вилнĕ хыççăн хăй ирĕкĕпех кунта килнĕ вăл.
— Ачасем чĕннипе малтан вĕсем патне куçрăм, кайран ытлашши пултăм пулмалла. Çамрăксем ватта пит ăнланасшăнах мар çав,— пĕлтерчĕ вăл.
Ачисем, тăванĕсем килсех çÿреççĕ-ха Литюк аппа патне, парнесем илсе килеççĕ, мĕн ыйтнине вăр-вар тупса параççĕ. 80 çулхи юбилейпе вара тăванĕсем кăна мар, Кайнлăк ял поселенийĕн пуçлăхĕ те килсе саламланă, «Энциклопедия Комсомольского района» кĕнекене парнеленĕ. Чи хаклă парне пулнă ку Лидия Степановнăшăн. Ара, çав кĕнекере ун ячĕ те пур-çке.
Хастар ĕçленĕ вăхăтĕнче Литюк аппа. Малтан бригадăра вăй хунă, кайран 33 çул фермăра дояркăра тăрăшнă. Лайăх ĕçленĕшĕн ăна Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе (1976 ç.), «Отличник социалистического соревнования сельского хозяйства РСФСР» (1976 ç.) паллăпа, Хисеп грамотисемпе, Тав хучĕсемпе чысланă. Халĕ те ларса тăрасшăн мар вăл. Ĕçчен алă ĕç шырать тенĕ пек, хăйне валли ĕç тупсах тăрать: пÿлĕмсене тирпейлеме пулăшать, чечексене шăварать, картишĕнчи тротуарсене шăлса тухать. Сывлăх енчен çирĕп вăл, 80-ран иртнĕ тесе те калаймăн. Пушă вăхăтра вара хаçат вулама кăмăллать, район, республика хыпарĕсемпе интересленет.
Кăмăллă кунти пурнăçпа Литюк аппа.
— Юрать çак çурт пур. Турă сывлăх патăр пирĕн пек ватăсене пăхакансене,— тет вăл тав туса.
Источник: "Каçал Ен"