АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Алла-аллăн тытăнса утаççĕ

01 октября 2011 г.

Иккĕшĕ те сакăрвуннă урлă каçнă. Ачалăхĕпе çамрăклăхĕ пĕрре те çăмăл пулнă теме çук – хура-шурне сахал мар тÿсме тивнĕ вĕсен.

В.Кульмаков, хресчен çемйинче çуралнăскер, мĕн пĕчĕкренех çĕр ĕçне хăнăхса ÿснĕ. Тăван ялта 7 класс пĕтернĕ хыççăн Патăрьелĕнче малалла пĕлÿ пухнă. «Вĕренес ĕмĕт яланах пулнă. Укçа-тенкĕ çитменнипе 9 класс таран кăна вĕренме тÿр килчĕ»,— пуçларĕ калаçăва Виктор Спиридонович. Ун хыççăн каччă малалла Канашра ФЗОра вĕреннĕ. «Çар ретне 1950 çулта тăтăм. Чăваш ятне çÿлти шайра тытма тăрăшнă. Тĕп хуламăр çывăхĕнче 3 çул службăра пултăм. Çартан таврăнсан вара «Красная звезда» колхозра бригадирта ĕçлеме пикентĕм. Хуçалăхра ун чухне 180 çын ытла тăрăшатчĕ»,— малалла тăсрĕ аса илÿ çăмхине ĕç ветеранĕ.

1955 çулта ялти чи илемлĕ хĕрпе, Марьепе, пĕр çемье чăмăртаççĕ. Туслă та ĕçчен мăшăр 1962 çулта çурт лартать.

«Мĕн ачаранах ĕçе кÿлĕнсе ÿснĕ пирĕн вăхăтрисем. Ĕçчен алă валли яланах ĕç тупăнать. Атте-анне пире ĕçе хăнăхтарнă, эпир вара хамăр ачасене ĕç çынна илем кÿнине вĕрентнĕ»,— хутшăнчĕ пирĕн калаçăва кил хуçи арăмĕ. Пилĕк ача çуратса ÿстернĕ хĕрарăм II степеньлĕ Ача амăшĕн медальне те илме тивĕçнĕ.

Ĕмĕрĕпе колхозра ĕçленĕ ветеранăн, паллах, аса илмелли те чылай. «Шăрăх çанталăкра та, çумăр витĕр те каçалăксем çинче çум çумланă. Хĕр ачасем манпа юнашар тăрса ĕçленĕ, ывăлсем вара ашшĕпе çамрăкранах платник ĕçне хăнăхнă»,— терĕ Мария Андреевна.

Виктор Спиридонович ферма заведующийĕнче тăрăшнă хыççăн строительсен бригадирĕнче ĕçленĕ. «Ялта кăна мĕн чухлĕ çурт хăпартман-ши; Акă, Комсомольскинчи çар комиссариачĕн çуртне те эпир турăмăр. Пурне те каласа пĕтерес çук»,— терĕ вăл.

Медальсемпе Хисеп грамотисем те чылай В.Кульмаковăн. Вĕсенчен чи хакли уншăн – «1941—1945 çулсенчи Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медаль. Ветеранăн кăкăрне юбилей медалĕсем те илем кÿреççĕ. Виктор Спиридонович пĕр хутчен кăна мар «Социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи» ята çĕнсе илнĕ.

— Вăтăр çул ытла ĕнтĕ эрех-сăра сыпман. Сывă пурнăç çу-лĕпе утма та аван. Кашни çыншăн вăл чи кирли — ĕç, хускану. Ĕçре киленĕç тупаякан — телейлĕ. Сывлăх кăна пултăр,— терĕç мана ветерансем.

Паянхи кун ватăсем пысăк та хăтлă çуртра пурăнаççĕ. Ăна сенкер çулăм ăшăтать. Пÿлĕмсенче тасалăх та тирпейлĕх хуçаланать. Чечексем те нумай ÿстереççĕ Кульмаковсем.

Пилĕк ача пăхса ÿстернĕ мăшăр. Аслă хĕрĕ, Антонина, амăшĕ пекех тирпейлĕ те тăрăшуллăскер, вĕренÿ тытăмĕнче ĕçлет. Галина – тĕп бухгалтер. Людмила çемйипе тăван ялта пурăнать, вăл — предприниматель. Юрий Çĕнĕ Шупашкарта тĕпленнĕ. Кĕçĕн ывăлĕ Сергей шалти ĕçсен пайĕнче тăрăшать, республика тĕп хулинче пурăнать.

Хаçат-журналпа та туслă Кульмаковсем. Телевизорпа тĕрлĕ кинофильмсене пĕрле ларса кураççĕ. Курнă хыççăн шăкăл-шăкăл калаçса сÿтсе яваççĕ.

— Хаçат тишкермесĕр пĕр кун та иртмест. Ăна вуламасан тунсăх та. Почта ещĕкĕ пĕрре те пушă тăмасть, кашни кунах мĕн те пулин килетех, — терĕ Виктор Спиридонович, картишĕнчи ĕçе пикенсе. Канлĕ ватлăхра та ĕçĕ тупăнсах тăрать...

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика