01 октября 2011 г.
«Слава картофелю» агрофирма» ОООна Раççейре кăна мар, ют çĕр-шывсенче те аван пĕлеççĕ. Унта ĕçлекенсем çитĕнтернĕ продукцие тĕрлĕ регионсене ăсатаççĕ. Паянхи кун вĕсем лайăх çанталăкра кăларнă «иккĕмĕш çăкăра» сортлаççĕ. Вĕтĕреххисене вăрлăха хатĕрлеççĕ, шултăрисене вара сутма михĕсене тултараççĕ.
Кăçал агрофирма çĕр улмине 701 гектар çинче лартса ÿстернĕ.
Унта тăрăшакансенчен пĕри вăл — Мария Лаврушкина. «Агрофирмăна пуçарса янăранпах кунта ĕçлетĕп. Тивĕçлĕ канăва 2001 çулта «Эмитрон» заводран тухрăм. Апла пулсан та çын хушшинче пулас килет. Сывлăх кăна пултăр»,— терĕ пуçĕнчи тутăрне тирпейлесе Маня аппа.
Агрофирмăн генеральнăй директорĕ Хасиятулла Идиатуллин та Мария Викторовна пирки сăмах хушса каларĕ. «Маттур хĕрарăм, хăш-пĕр çамрăксенчен те вăр-вартарах. Хастарлăхĕ ăна вăй хушать пулĕ»,— терĕ вăл ăшшăн ватă пирки.
М.Лаврушкина 3 ача çуратса ÿстернĕ. Паян, Ваттисен кунĕнче, ăна 6 мăнукĕ тата мăнукĕн 1 ачи уяв ячĕпе саламлĕç.
«Вĕсем — манăн савăнăç. Çавсемшĕн пурăнатпăр, ĕçлетпĕр те ĕнтĕ»,— терĕ Мария Викторовна ĕçе пикенсе.
Источник: "Каçал Ен"