28 сентября 2011 г.
Пирĕн çĕр-шывра колхозсем туса хунăранпа нумай çул иртрĕ ĕнтĕ. Хăш-пĕр хуçалăхсем паян кун та ăнăçлă ĕçлеççĕ, самана уттипе ĕлкĕрсе пыраççĕ, теприсем пурнăçа аран-аран сыпăнтаркалаççĕ, виççĕмĕшĕсен вара ячĕ çеç юлнă. 20—30 çул каялла ял халăхĕшĕн колхоз ĕçĕсем чи пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă пулсан, халĕ пурте харпăр хăй хуçалăхне мала хураççĕ. Мĕнле хаклаççĕ-ха хальхи тата нумай çул каяллахи хуçалăхсене унчченхи колхоз председателĕсем? Çак ыйту çине хурав тупас тесе вăхăтĕнче чапĕпе республикăра кĕрлесе тăнă «Знамя» колхоза нумай çул ертсе пынă В.И. Агафоновпа тĕл пулса калаçрăм. Вăл ман ыйтусене хуравлама хаваспах килĕшрĕ.
— Виталий Игнатьевич, Эсир хăçан председательре ĕçлеме пуçлани, колхозри ун чухнехи лару-тăру çинчен кĕскен каласа кăтартаймăр-ши?
— 1968 çултан пуçласа 1980 çулччен эпĕ «Знамя» колхоза ертсе пынă. Унтан тата 1994 çулта мана колхоз тилхепине тепре шанса пачĕç. Ку хутĕнче нумай мар, пĕр çулталăк анчах ĕçлерĕм. Пĕрремĕш хут председателе ларнă чухне хуçалăхри лару-тăру чаплах марччĕ, япăх тесен те юрать. Колхоз кайрисен ретĕнчеччĕ. Фермăсем юхăннăччĕ, ватă ĕнесем сĕт сахал антаратчĕç. Выльăх апачĕ çителĕксĕр пулнипе малтанхи çул çуллахи вăхăтра ĕнесене Шăмăршă районĕнчи вăрмана ăсатнăччĕ, çавăнта кĕтÿ кĕтнĕ. Ĕç кунĕшĕн тырă валеçнĕ, укçа паман. Çуркунне çĕр улми шăтăкĕсене шыв кĕчĕ, аран-аран вăрлăх тупкаласа лартрăмăр та тÿрех путвал тума пикентĕмĕр. Йывăр вăхăт пулнă çав ун чух...
— Колхоза çĕклес тĕллевпе Эсир мĕнле мерăсем йышăнтăр? Епле май килчĕ хуçалăха ура çине тăратма?
— Колхозра пахча çимĕç бригади ĕçленĕ, ăна тимлĕ пăхнă, малалла аталантарнă. Фермăри сĕт япăх антаракан ĕнесене улăштарма Улатăртан ăратлă 20 ĕне çуран хăваласа килнĕ. Картасем, витесем япăхчĕ, чылайăшне улăштартăмăр. Колхозниксем çулла хирте ĕçлетчĕç, хĕлле вара стройматериал пултăр тесе вăрман касатчĕç. Ун чухне мĕн ĕçлемеллине эпир хамăр татса паман, плансем тултармалла пулнă, патшалăх мĕн хушнă, çавна лартса ÿстернĕ. Çитмĕлмĕш çулсенче пурнăç лайăхланса пынăçемĕн клубсем, правлени туса лартнă. Тар тăкса вăй хунипе колхоз майĕпен ура çине тăчĕ, малтисен шутне те кĕме пултарчĕ. Г.Мордяков, Г.Иванов, Ю.Фадеев механизаторсем питĕ тăрăшса, ăмăртмалла ĕçлетчĕç. Вĕсем кăна мар, пĕтĕм халăх ĕçе ун чухне тупăшу вырăнне хуратчĕ, пурте малтисен ретне лекме тăрăшатчĕç. Çак çулсенче колхоз пĕтĕм кăтартусемпе малта пулнишĕн РСФСР Хĕрлĕ ялавне тивĕçлĕ пулчĕ (вăл халĕ те упранать). Ун пек ялав Чăваш Республикине 1—2 çулта пĕрре çеç лекнĕ, çавăнпа та тунă ĕçпе мухтанмалăх пур. Колхоза 1—2 çултан ура çине тăратайман çынна колхоз председателĕ ята тивĕç мар тесе шутлатăп.
— Хальхи ял хуçалăх предприятийĕсем пирки мĕн шутлатăр; Тĕрĕс çулпа аталанаççĕ-ши вĕсем?
— Халь мĕнле май килет çавăн пек пурăнаççĕ. Çĕр вăл пĕчĕк ача пекех, ăна кашни кун пăхмалла: çулла та, хĕлле те. Хальхи ял хуçалăх ĕçченĕсем çавна ăнлансах каймаççĕ. Фермерĕ те, колхоз председателĕ те мĕн аксан лайăхрах пуласса, лартса туса илсен ăçта вырнаçтармаллине пĕлсех çитереймеççĕ. Топливо хаклă пулнипе çĕрĕсене япăх сухалаççĕ, удобренисем сапмаççĕ. Выльăх витисем тавра тислĕк купаланса выртать, начартарах колхозсенче ăна 15—20 çул та тăкман пуль. Хире тухса сапаласчĕ çавна, вара тухăçлăх та ÿсет. Çĕр-шыв унччен нихăçан та ют патшалăхран çăкăр, сĕт, какай илмен. Халĕ вара тырра сутать, какая ютран илет. Тырра сутас вырăнне унпа выльăх ÿстересчĕ: продукци туса илесчĕ, çынсене валли ĕç те пулатчĕ, халăх ĕç шыраса Мускав тăрăх çÿремĕччĕ. Раççей — пуян çĕр-шыв, унпа пĕлсе ертсе пырсан йăлтах пулать.
— Калаçушăн тавтапуç.
Источник: "Каçал Ен"