АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шырав малалла тăсăлать

28 сентября 2011 г.

 

Кайнлăк ял поселенине кĕрекен ялсенче Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хыпарсăр çухалнă салтаксене шырас ĕç малалла пырать. Нумаях пулмасть пирĕн ентешсем ăçта çапăçнине, ăçта пуç хунине уçăмлатакан тепĕр 2 çыру килчĕ. Вĕсенчен пĕри — Смоленск облаçĕнчи çар комиссариатĕнчен. Унта Йăлмахва ялĕнчен вăрçа тухса кайнă Анисим Иванович Хораськина Темкински районĕнчи Батюшовăра 2-мĕш тăванла масарта пытарни çинчен пĕлтернĕ.

Тепĕр çырăвĕ вара Новгород облаçĕнчи Валдай хулин тата Валдайски, Крестецки районĕсен çар комиссариачĕн уйрă-мĕнчен çитрĕ. Унта Хирти Мăнтăр ялĕнче çуралса ÿснĕ Иван Иванович Воронцовăн шăпине уçăмлатнă. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи çулĕсенче Новгород облаçĕн çĕрĕсенче пынă çапăçусене хутшăннă салтаксен картотеки тăрăх, кĕçĕн лейтенант И.М.Воронцов 1942 çулхи майăн 9-мĕшĕнче пуçне хунă, ăна Сухая Нива ялĕ çывăхĕнчи тăванла масарта пытарнă. Унăн ятне çак тăванла масарта пытарнисен «Учетная карточка воинского захоронения» списокне кĕртнĕ.

Шырав ĕçĕсем малалла та ăнăçлă пырасса, хыпарсăр çухалнă салтаксем тупăнасса шанас килет.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика