28 сентября 2011 г.
1941 çулхи авăн—юпа уйăхĕсенче Чăваш автономлă республикинче 324-мĕш стрелковăй дивизи йĕркеленĕ. Вăл 1941 çулхи раштав пуçламăшĕнче Мускав çывăхĕнчи çапăçăва кĕрсе нумай хулапа яла тăшманран тасатса Кенигсберг хулин крепоçне штурмлама хутшăннă. Çапăçусенче хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнă дивизие «Верхнеднепровски дивизи» хисеплĕ ят панă, ăна Хĕрлĕ Ялав орде-нĕпе наградăланă.
Вăрçă хыççăнхи çулсенче те дивизире çапăçнă салтаксемпе офицерсем туслă çыхăнăва татман. Мускавра унăн ветеранĕсен советне йĕркеленĕ. Аслă Çĕнтерÿ 20 çул тултарнинчен тытăнса дивизи ветеранĕсем кашни пилĕк çулта пĕрле пухăнса çамрăксене патриотла воспитани парас тĕллевпе тумалли ĕçсене палăртнă. Малтанхи вăхăтра ветерансем тĕл пулăва Мускавра пухăннă пулсан, каярах кашни тĕл пулăва Шупашкарта ирттернĕ.
Республикăри ветерансен совечĕн тата Шупашкарти 30-мĕш вăтам шкул дирекцийĕн пуçарăвĕпе нумаях пулмасть Чăваш наци музейĕнче 324-мĕш Верхнеднепровски Хĕрлĕ Ялав орденĕллĕ дивизие йĕркеленĕренпе 70 çул çитнине халалласа ветерансен тĕл пулăвĕ иртрĕ. Унта çак дивизин ветеранĕсемпе пĕрле Шупашкарта йĕркеленĕ ытти çар чаçĕсен ветеранĕсем те, çамрăксем те пухăнчĕç. Шупашкар хулин çар комиссарĕ В.Иванов дивизин çапăçури мухтавлă çул-йĕрĕ тата паттăрлăхпа хăюлăх кăтартса çапăçнă дивизин уйрăм подразделенийĕсен салтакĕсемпе офицерĕсем çинчен доклад туса пачĕ. Ун хыççăн республикăри дивизи ветеранĕсен канашĕн председателĕ А.Янаслов тата ыттисем те тухса калаçрĕç.
Пуху хыççăн ветерансем чаплă концерт курса савăнчĕç. Каярахпа çак мероприятие хутшăннă ветерансем 30-мĕш вăтам шкул ĕç-хĕлĕпе паллашрĕç. Шкул ачисем вăрçă темипе ха-тĕрленĕ композицие ваттисем киленсе пăхрĕç. Ун хыççăн пурте шкулти музее çул тытрĕç. Вăл çулран-çул экспонатсемпе пуянлансах пырать. Çур ĕмĕре яхăн ĕçлекен музей дивизин мухтавлă çул-йĕрне нумай енлĕ кăтартса парать. Кунта шкул ачисенчен ятарласа экскурсоводсем хатĕрлеççĕ. Вĕсем курма пыракансене вырăс, чăваш, акăлчан, нимĕç чĕлхисемпе каласа пама пултараççĕ. Музее çÿрекенсем йышлă. Вăл çамрăксене патриотла воспи-тани парас ĕçе пысăк витĕм кÿрет.
Шкул музейĕн ĕçне чылай çул ĕнтĕ Галина Персидская йĕркелесе ертсе пырать. Шкул дирекцийĕ те унăн ĕçĕпе интересленсех тăрать, кирлĕ пулăшу парать.
Шел пулин те, çак тĕл пулăва 324-мĕш дивизин тăватă ветеранĕ кăна хутшăнчĕ. Вĕсенчен пĕри — эпĕ. Шкул дирекцийĕ ветерансене асăнмалăх парнесемпе чысларĕ.
Источник: "Каçал Ен"