28 сентября 2011 г.
Кĕрхи çанталăк пĕр пек тăмасть. Çавăнтах çумăр çăвать, пĕ-лĕтсем хушшинчен хĕвел те пăхать. Каçсерен тăм та ÿкет. Районти ял хуçалăх предприятийĕсен те, уйрăм хуçалăхсен те уй-хир ĕçĕсенче кашни меллĕ самантпа усă курма тăрăшмалла.
Сентябрĕн 27-мĕшĕ тĕлне 469 гектар е лартнă лаптăкăн 23 проценчĕ чухлĕ çĕр улми кăларнă. Ку енĕпе «Слава картофелю» агрофирма, «Восток» ял хуçалăх кооперативĕ, Минатуллинăн, Самаринăн фермер хуçалăхĕсем, «Урожай» колхоз ăнăçлă ĕçлеççĕ. «Слава» ЯХПК«иккĕмĕш çăкăра» кăларса пĕтернĕ.
Кĕр тыррисене 3813 гектар çинче акнă. Çак ĕçе «Слава картофелю» агрофирма (260 гектар), «Дружба» (225 гектар), «Восток» (300 гектар), «Урожай» (223 гектар), «Родина» (200 гектар) лайăх йĕркеленĕ. Хальлĕхе ку ĕçе тума каях юлман-ха. Майсем пулсан, çанталăк парсан акса хăварни лайăх.
Районĕпе хальлĕхе 4382 гектар çинче кĕрхи çĕртме тунă. Ку ĕç «Урожайра» (933 гектар), «Рассветра» (400 гектар) аван пырать.
Районĕпе 250 гектар çинче пахча çимĕç çитĕнтернĕ. Унăн 30 процентне яхăн пуçтарса илнĕ. Хирсенче, тĕпрен илсен, кишĕр, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр юлнă. Пирĕн районта мĕн ÿстернине пуçтарса кĕртме майсем пур.
Источник: "Каçал Ен"