АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Чи кирли вăл – тавар туянакансем кăмăллă пулни» -

24 сентября 2011 г.

 

тет Урмаелĕнчи «Дуслык» магазин ĕçченĕ Мирзения Гайнулина. Райпо тытăмĕнче 24 çул ĕçлекенскере 3 уйăх каялла заведующи тилхепине шанса панă.

Мирзения Гайнулина Урмаел ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн вăл Вăрнарти совхоз-техникума вĕренме кĕрет, суту-илÿ ĕçченĕн дипломне илет. «Пĕчĕк чухнех ялта пурăнма ĕмĕтленнĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ сутуçă профессине алла илсен тăван района таврăнтăм. Чĕрĕк ĕмĕре яхăн çак тытăмра ĕçлетĕп ĕнтĕ», — терĕ Мирзения Тимергалеевна.

Мирзения ял каччипе, Фидаил Зиннетовичпа, пĕр çемье çавăрса çурт лартнă. Аслă хĕрĕ Лейсан тĕп хуламăрти республика больницинче медсестрара ĕçлет. Дина – коопераци институчĕн 2-мĕш курс студентки. Фенил 9-мĕш класра пĕлÿ пухать.

«Пирĕнпе пĕрле тата мăшăрăн 90 çула çывхарса пыракан ашшĕпе амăшĕ те пурăнаççĕ. Вăрçăнса-харкашса курман вĕсемпе. Ачасене те аслисене хисеплеме хăнăхтаратпăр»,— тет хĕрарăм.

«Дуслык» магазин коллективĕ райпо правленийĕ лартнă тĕллевсене пурнăçлать, плана та вăхăтра тултарать. Ахальтен мар ĕнтĕ куллен халăха тавар сĕнекенсене пĕр хутчен кăна мар Хисеп грамотисем парса наградăланă.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика