24 сентября 2011 г.
Районти «Çĕр тата çын» музей ĕçченĕсем тăтăшах тĕрлĕ куравсем, выставкăсем тата ыттисене те йĕркелеççĕ. Акă иртнĕ кунсенче те вĕсем Шупашкарти художество училищинче вĕренекенсен е вĕренсе пĕтернисен ĕçĕсенчен хатĕрленĕ выставка уçрĕç.
Ăна уçма Шупашкарти художество училищин директорĕ Владимир Ануфриев, Андрей Анухин преподаватель килчĕç.
«Пирĕн училищĕне художество уйрăмне сирĕн районтан кăçал иккĕн вĕренме кĕчĕç. Малашне вĕсен ĕçĕсене те выставкăна тăратăпăр»,— пĕлтерчĕ хăйĕн шухăш-кăмăлне Владимир Николаевич.
Çавăн пекех пухăннисем умĕнче район администрацийĕн культура секторĕн заведующийĕ Василий Васильев та сăмах тухса каларĕ.
Выставкăна килекенсем 40 картинăпа, керамикăран тунă япаласемпе, батиксемпе тата ытти экспонатсемпе паллашма пултарĕç.
«Районти ялсенчи шкулсен администрацийĕ вĕренекенсене экспонатсемпе паллашма ятарлă автобуспа илсе килсен аванччĕ»,— терĕ музей заведующийĕ Инна Ядрова.
Источник: "Каçал Ен"