АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Фестивале хутшăннă

24 сентября 2011 г.

 

Юрра-ташша юратман çын çĕр çинче çук та пулĕ. Хăшĕсем çын ташланине айккинчен пăхса тăраççĕ, юрланипе киленеççĕ, теприсем вара май пулсанах хăйсем юрлаççĕ, ташлаççĕ. Хăнара, тăвансемпе пĕрле савăннипе кăна мар, сцена çине тухса пултарулăхĕпе паллаштараççĕ.

Пирĕн районта та ун пек çынсем сахал мар. Акă, «Каçал» фольклор ансамблĕ пултаруллă, юрра-ташша чунтан парăннă çынсене пĕрлештерсе тăрать. Нумаях пулмасть ансамбль Воронеж облаçне регионсем хушшинчи халăх теттин тата фольклорĕн «Игрушка-говорушка» V фестивальне кайса килчĕ. Ку çул çÿреве тухма Кипеçри сĕт-çу завочĕн директорĕ В.Агамирян спонсор пулăшрĕ.

Фестивале Воронеж облаçĕн Культура департаменчĕ тата Воронежри халăх пултарулăхĕн область центрĕ «Культура России (2006—2011 г.г.)» федераллă тĕллевлĕ программăн мероприятийĕсен планĕпе килĕшÿллĕн Воронеж хулинче тата Воронеж облаçĕнчи Рамонски муниципаллă районти Рамонь поселокĕнче ирттерчĕç. Унта тĕрлĕ регионтан 23 фольклор коллективĕ хутшăнчĕ. Çав шутра — Воронеж, Волгоград, Курск, Новгород, Тамбов, Ульяновск, Пенза, Самар, Саратов облаçĕсенчен, Украина, Чăваш, Мордва республикисенчен, Мускав, Санкт-Петербург хулисенчен килнĕ ушкăнсем.

Фестиваль Воронежри Хĕрлĕ лапамра пулса иртрĕ. Уява пухăннисем «Каçал» ансамблĕн «Шăнкăртатса шыв юхать», «Сакăл тур лаша», «Шур кĕпе тăхăнтăмăр», «Сикĕр-сикĕр шывалла» юррисемпе ташшисене тата ытти музыка композицийĕсене ăшшăн йышăнчĕç. Раççей шайĕнчи çак фольклор фестивальне хутшăнни В.Гаврилов, В.Григорьев, П.Баринов, Н.Кисапов, А.Тарасов, В.Павлов, В.Хораськина, А.Морозова, З.Егорова, Г.Быкова, Л.Карзакова, В.Константинова, Е.Воронова ансамблистсен асĕнче яланлăхах сыхланса юлĕ.

Халăх пултарулăхне упраса хăварнăшăн тата малалла аталантарнăшăн коллектива регионсем хушшинчи халăх теттин тата фольклорĕн «Игрушка-говорушка» V фестивалĕн Дипломĕпе чысларĕç, унсăр пуçне Воронеж облаçĕ çинчен çырса хатĕрленĕ кĕнеке парнелерĕç.

Халĕ «Каçал» ансамблĕн артисчĕсем ахаль лармаççĕ, ноябрь уйăхĕ вĕçнелле пулакан «Ай, юрлар-и?» фестивале хутшăнма хатĕрленеççĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика