АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕл кунĕсем çывхараççĕ

24 сентября 2011 г.

 

Хĕл кунĕсем çывхарса пыраççĕ. Выльăх-чĕрлĕхрен тупăш илес тесен, пирĕн вĕсене валли кирлĕ условисем туса пама тăрăшмалла. Ăшă, çутă витесенче усрасан, пахалăхлă выльăх апачĕ, нормăпа пăхнă чухлĕ çитерсен, ай сарăмне вăхăтра тасатса тăрсан, уçăлтарма илсе тухсан, кадрсем çителĕклĕ пулсан тата вĕсем хăйсен ĕçне юратса тусан çеç пысăк продукци илме май пур. Çавăн пекех ветеринарипе санитари правилисене те çирĕп пăхăнмалла.

Халь шăпах витесене юсаса тирпейлес ĕçе вĕçлемелли вăхăт. Стенасене, урайсене, картишне кирлĕ мар япаласенчен тасатмалла, дезинфекцилемелле. Ăна çу каçиччен икĕ хут туса ирттермелле: выльăхсене кĕтĕве кăларнă хыççăн тата кĕрес умĕн. Кайран витесене шал тата тулаш енчен те известь шĕвекĕпе шуратмалла, шалти стенасене вăхăтран-вăхăта çĕнетсех тăмалла.

Дезинфекцие çирĕплетнĕ инструкци правилипе тумалла. Профилактикăлла дезинфекци тунă чухне дезрастворăн концентрацийĕ 2—2,5 хут сахалтарах, шĕвек температури 75 — 80 градус ăшăран кая пулмалла мар. Пĕр литрпа пĕр тăваткал метр сапмалла. Ĕнесем пăрулакан, сыснасем çăвăрлакан уйрăмсене дезинфекцие чир-чĕр пĕтернĕ чухнехи пекех тусан усси пысăк пулать. Дезинфекци пахалăхне ветеринари лабораторийĕнче тĕрĕслеççĕ, начар пулсан çĕнĕрен тутарттараççĕ.

Чир-чĕре, уйрăмах сикекеннине, профилактикăлла ĕçсене тусан çеç ирттерсе яма пулнине яланах асра тытмалла. Дезинфекци ирттерме укçа хĕрхенсен тата та ытларах тăкак курма пулать. Пĕр-пĕр чир ерсен, çын сывлăхĕшĕн те хăрушлăх кăларсан, хуçалăха карантина ху-паççĕ, темиçе хут та дезинфекци тума, эмелсем, вакцинăсем туянма тивет, хуçалăх экономики йывăрлăха кĕрсе ÿкет, хуçалăх ертÿçисене саккунпа айăплама та пултараççĕ.

Хальхи вăхăтра пире кÿршĕ облаçсенче сыснасен Африка чуми пурри пăшăрхантарать, çавна май питĕ сыхă пулмалла. Фермăсене ют çынсене кĕртме юрамасть. Выльăх апачĕ, выльăх, кайăк-кĕшĕк е вĕсен продукцине вырăнти ветеринари участокĕсем, ветстанцисем, районти ветеринари станцийĕсем ирĕк парсан çеç туянма е сутма юрать.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика