АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Иккĕмĕш çăкăр» хирĕнче те ĕç вĕрет

24 сентября 2011 г.

 

Пирĕн районти хуçалăхсем республикăра тухăçлă çĕр улми туса илекенсем тесен те тĕрĕсех пулĕ, çитĕнтерекен лаптăк та пысăк.

Çак кунсенче «иккĕмĕш çăкăрпа» ăнăçлă ĕçлекенсенчен пĕринче, «Труд» ял хуçалăх кооперативĕнче пултăмăр.

Кунта вăрлăха çĕнетес енĕпе кашни çулах тăрăшаççĕ, агротехника ĕçĕсене вăхăтра та пахалăхлă пурнăçлаççĕ. Кăçал вĕсем 60 гектар çине удача, рокко, невский, розара сортсем лартса хăварнă. Тухăç пирки ыйтсан М.М.Юнусова бригадир çапла хуравларĕ: «Пĕтĕмĕшле кăтартусем пирки хальлĕхе калама иртерех-ха. Çĕнĕ, пĕрремĕш репродукциллĕ вăрлăхсене кăларма пикенмен. Вĕсенчен пысăк тухăç кĕтме пулать тесе шутлатпăр, шанатпăр».

Вăл пултаруллă механизаторсемпе водительсен ячĕсене те асăнчĕ. Çĕр улми аврисене çулать Минзеки Тимергалиев. Кăларнă çĕрте Рамиль Алимов ĕçлет. Сергей Наумовпа Василий Мальчиков водительсем «иккĕмĕш çăкăра» турттарса тăраççĕ.

— Паянхи кун хирте 30 çынна яхăн ĕçлет. Малашне вĕсен йышĕ ÿсессе шанас килет. Уяр çанталăкпа усă курса мĕн çитĕнтернине лайăх пуçтарса илесчĕ,— сăмахне малалла тăсрĕ Минзифа Миназимовна.

Аслă Чурачăк тата Чĕчкен ялĕсенче пурăнакансем яланах тăрăшулăхпа палăрса тăнă, кăçал та çаплах пулĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика